Сентябрӗн 13-мӗшӗпе октябрӗн 12-мӗшӗсенче Чӑваш Енре «Дары осени — 2025» ярмӑркка ӗҫлӗ. Республикӑри округсемпе хуласенчи 48 площадкӑра кӗркуннехи ҫимӗҫсене туянма пулать. Шӑпах ҫак вӑхӑтра килте, ял хуҫалӑхӗнче ҫитӗнтернӗ пахча ҫимӗҫе лавккасенчи хакран йӳнӗрех туянма май пур. Апла пулсассӑн ярмӑрккана ҫитме васкӑр.

