Ӗҫсӗррисен шутне кӗртнӗ ҫынсем анчах мар, ӗҫ шыракансем те, ӗҫлекенсем те квалификаци ӳстерме тата хушма професси илме пултараҫҫӗ.
«Кадры» наци проекчӗпе ӗҫ рынокӗнче паянхи кун кирлӗ профессисемпе вӗренӳсем йӗркелеҫҫӗ. Ку енӗпе 4 оператор (вӗренӳ заведенийӗ) ӗҫлет% ТГУ, РАНХиГС, ИРПО тата ВНИИ. Курссем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн квалификацие ҫирӗплетекен документ параҫҫӗ.
Ӗҫсӗррисен ҫак ушкӑнсенче пӗлӳ илме май пур% 4-мӗш разрядлӑ охранник, программӑпа ӗҫлекен станоксен операторӗ, персонал енӗпе специалист, социаллӑ сферӑри психолог, бизнеса йӗркелекен, маникюр специалисчӗ.
Вӗренес текенсем хӑйсем тӗллӗнех «Работа России» порталта ҫырӑнма, «Работа России» кадрсен центрне пыма пултараҫҫӗ. Кӑмӑл пуррисем 8(83539)5-13-79 телефонпа тӗплӗнрех ыйтса пӗлееҫҫӗ.
Екатерина Жукова,
халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн начальникӗ.

