Ултавҫӑсем янтӑ укҫа тӑвас тесе темӗнле майсемпе те усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем пысӑк инкек курнӑ ҫынсен ячӗпе те усӑ курма именмеҫҫӗ. Ҫавна май асӑрхануллӑ та тимлӗ пуласчӗ.
Акӑ, Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче июль уйӑхӗнче Шуряшкинсем пушара пула кил-ҫуртсӑр, хуралтӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсем социаллӑ сетьре, пирӗн хаҫатра та халӑхран пулӑшу ыйтса ҫырнӑччӗ. Пулӑшас тӗллевлисене телефон номерӗпе усӑ курса укҫа-тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Анчах та ултавҫӑсем «ҫывӑрман». Ҫакӑн хыҫҫӑнах ултавҫӑсем банк реквизичӗ ҫине укҫа-тенкӗ куҫарма ыйтса социаллӑ сетьсенче хыпар кӑларнӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем инкек курнӑ ҫынсене пулӑшас тесе унта та укҫа-тенкӗ яма пултарнӑ. Пӗлтерме васкатпӑр! Вӑл — суя счет. Чӑннипех те инкек курнӑ ҫынна пулӑшас тесен ҫак номерпе анчах укҫа-тенкӗ куҫармалла: 8-937-374-33-96 (Любовь Васильевна Ш.). Социаллӑ сетьсенче палӑртакан урӑх номерсем е счет номерӗ — ултавҫӑсем лартнисем! Тимлӗ пулӑр!

