Вторник, 13 октября

Чӑвашлӑх туйӑмне мӗн ачаран аталантарать

Чӑвашлӑх туйӑмне мӗн ачаран аталантарать

Шкулсенче пӗрремӗш шӑнкӑрав янӑрарӗ, классем ачасен хаваслӑ сассисемпе тулчӗҫ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне шкул ачисемпе вӗрентекенсем ҫутӑ ӗмӗтсемпе, шанчӑксемпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Пирӗн паянхи хӑна та парта хушшине ларакан ачасене ӑшшӑн кӗтсе илсе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлать. Паллашӑр, хаҫат тӗпелӗнче — Хирти Мӑнтӑр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Шупашкар хулинчи 60-мӗш вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхине, тӑван халӑх культурине юратма вӗрентекен Наталия Александрова. Вӑл 30 ҫула яхӑн ҫак ӗҫре тӑрӑшса професси анинче сулмаклӑ утӑмсем туса пырать, тӑван чӗлхене анлӑн сарас тесе вӑй хурать.

— Ырӑ кун, Наталия Викторовна. Эсир профессире хӑвӑр вырӑна тупнӑ тесех калас килет. Чӑваш чӗлхи учителӗ пулас шухӑш хӑҫан ҫуралнӑ Сирӗн? Ӑҫта вӗренсе педагогика пӗлӗвӗ илнӗ?

— Ырӑ кун. Ача чухне эпӗ пӗрре те учитель пулатӑп тесе шутламан, врач пуласшӑнччӗ. Аттен йӑмӑкӗ Валентина Витальевна, районти больницӑра терапевтра вӑй хураканскер, витӗм кӳнӗ пуль. Каникул вӑхӑтӗнче эпӗ ун патӗнче санитаркӑра та ӗҫлесе курнӑ. Маргарита Ивановна Федорова врач нумай япалана вӗрентетчӗ. Мана тухтӑрсен ӗҫӗ питӗ килӗшетчӗ, пулӑшас килетчӗ. Медицина факультетне вӗренме кӗрес тесен вырӑс чӗлхи, хими тата физика предмечӗсемпе экзамен тытмаллаччӗ. Физикӑна тытасси аванах хӑрататчӗ. Атте: «Вӗренме кӗмесен ялти фермӑна дояркӑна ӗҫлеме каятӑр»,  — тетчӗ. Унта вара ӗҫлес килместчӗ. Ҫавӑнпа та 11-мӗш класра чухне эпӗ шухӑша путрӑм? ӑҫта вӗренме каймалла, кам пулмалла? Пирӗн класс ертӳҫи Алексей Иванович Дмитриев пулнӑ. Пӗринче эпӗ ӑна: «Товароведа каяс пуль», — терӗм. Вӑл вара: «Товаровед ӗҫӗ йывӑр, таварсене хӑвӑн веҫех пушатмалла, укҫи тухмасан хӑвӑнранах кӑларӗҫ. Ман ҫине пӑх-ха, учитель ӗҫӗ мӗнле аван. Санран питӗ лайӑх учитель пулать», — терӗ. Вара эпӗ чӑнах та ҫак ӗҫпе интересленсе кайрӑм. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ун чухне тин чӑваш филологийӗпе культурин факультечӗ уҫӑлнӑччӗ. Эпӗ ҫавӑнта документсене патӑм. Вырӑсла изложенипе сочинени ҫыртӑмӑр, чӑваш чӗлхипе тата литературипе те экзамен тытмалла пулчӗ. Унта вӗренме кӗрес текенсем питӗ нумайӑн пулнипе кӗреймерӗм пуль тесе куляннӑччӗ те. Апла пулин те, август уйӑхӗнче ман пата вӗренме килме чӗнекен ҫыру ҫитрӗ. Питӗ хӗпӗртесе ҫула пуҫтарӑнтӑм.

— Вӗреннӗ вӑхӑтра йывӑрлӑхсем пулмарӗҫ-и7

— Каларӑм ӗнтӗ, факультет ун чухне тин ҫеҫ уҫӑлнӑччӗ. Чӑваш чӗлхине пуҫласа ҫакӑн пек анлӑн вӗрентме пикеннине кура вӗренӳ материалӗсем хальхи пек нумай марччӗ. Пӗтӗм кӗнекесене, методичкӑсене кайран турӗҫ. Апла пулин те, эпир тӑрӑшса вӗреннӗ, йывӑрлӑхсене ушкӑнри хӗрсемпе пӗрле ҫӗнтерсе пынӑ. Университета кӗнӗ 100 ҫынран 90-шӗ дипломлӑ пултӑмӑр. Вӗреннӗ вӑхӑтра хамӑн тӑван шкулта тата хула шкулӗсенче практика тухрӑм. 5-мӗш курсра чухне Шупашкарти 48-мӗш шкула практикӑна кайрӑм. Унти чӑваш чӗлхи учителӗ, манӑн наставник Галина Алексеевна декрет отпускне кайсан мана хӑйӗн вырӑнне ӗҫлеме хӑварчӗ. Николай Иванович Егоров преподаватель вара мана университетрах ӗҫе хӑварасшӑн пулнӑ иккен. Вӑл утса ҫӳрекен энциклопеди пек темӗн те пӗлетчӗ, лекцисенче нумай интересли каласа паратчӗ. Эпӗ вара пӗрре шкула вырнаҫнӑскер, унтах ӗҫлес терӗм. Тата шкулта ӗҫ укҫи те университетринчен нумайрахчӗ.

Самантпа усӑ курса Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче хама вӗрентнӗ учительсене, университетри педагогсене тата хамӑн атте-аннене чун-чӗререн тав туса хӑварас килет. Вӗсен кулленхи ӗҫӗсенче яланах ӑнӑҫу пултӑр.

— Халӗ Эсир 60-мӗш шкулта вӑй хуратӑр. Пурнӑҫ ҫулӗ Сире унта мӗнле илсе ҫитернӗ?

— 48-мӗш шкулта эпӗ пилӗк ҫул тӑрӑшрӑм. Пирӗн пӗрле вӗреннӗ хӗрсем нумайӑшӗ хулари шкулсене вырнаҫса ачасене пӗлӳ параҫҫӗ. Пӗррехинче эпӗ ҫапла 51-мӗш шкула юлташ хӗрӗ патне кӗтӗм. Вӑл тепӗр чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ пӑрахса кайнипе мана хӑйсем патне ӗҫлеме чӗнчӗ. Ку шкул ман ҫурт ҫывӑхӗнчех пулнӑ май директор ҫумӗ те лайӑх шутласа пӑхма сӗнчӗ. Вара куҫас терӗм, мана питӗ лайӑх йышӑнчӗҫ, тепӗр 5 ҫул ӗҫлерӗм. Кайран унта 4-мӗш лицей туса хучӗҫ, кӗҫӗн классене 60-мӗш шкула куҫарчӗҫ. Эпӗ те вӗсемпе пӗрле куҫрӑм. Кунта мана директор ҫумӗн ӗҫне те сӗнчӗҫ. Паянхи кунчченех эпӗ ҫакӑнта вӑй хуратӑп.    

— Вӗрентекен ӗҫӗ питӗ йывӑр та, яваплӑ та. Ачасемпе вӗсен чӗлхипе калаҫма, кашнин чунӗ патне ҫул тупма пӗлмелле. Ҫак профессие суйланӑшӑн ӳкӗнместӗр-и?

— Паллах, ҫук. Ку профессие суйласса ҫӳлтех ҫырса хунӑ пуль. Манӑн яланах ҫынна лайӑх тӑвас килнӗ. Ачасене лайӑх туни вара вӑл тата та сӑваплӑрах пуль. Вӗрентекен вӑл — пӗлӳ паракан анчах мар, ачана пур енлӗн аталантарса пырса тӗрӗс ҫул кӑтартса пыракан. Пирӗн ӗҫ результачӗ паян-ыран курӑнмасть. Кайран, ҫулсем иртсен, пирӗн пуласлӑх мӗнле пуласси, ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ эпир вӗрентнӗ ачасенчен килет. Ҫавӑнпа, ман шутпа, вӗрентекен ӗҫӗ питӗ пархатарлӑ. Хамӑр вӗрентнӗ ачасен ҫитӗнӗвӗ пире хамӑрӑннинчен те ытларах савӑнтарать. Вӗсен пурнӑҫӗ лайӑх йӗркеленсе пырсан вара эпир те телейлӗ пулатпӑр. Пирӗн ӗҫ сая кайманни куҫкӗрет.

— Вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентме ҫӑмӑлах мар пуль. Хальхи хула ачисем чӑвашла пӗлеҫҫӗ-и; Тӑван чӗлхене ӑса хывма тӑрӑшаҫҫӗ-и?

— Ачасем тӗрлӗрен килеҫҫӗ. Чӑвашла калаҫаканнисем те, пач пӗлменнисем те, ӑнланкалаканнисем те пур. Паянхи ачасем, эпӗ ӗҫлеме пуҫланӑ вӑхӑтрипе танлаштарсан, урӑхларах. Вӗсем хӑйсене чӑваш чӗлхи кирлине туймаҫҫӗ, ас туса юлаймаҫҫӗ. Ҫакӑ кулленхи пурнӑҫра чӑвашла пӗлнин кирлӗлӗхӗ ҫуккипе ҫыхӑннӑ пулӗ. Кунта ашшӗ- амӑшӗсенче те, ачисенче те айӑпӗ ҫук. Халӗ пурнӑҫӗ ҫапла темелле пуль. Малтанхи вӑхӑтра класри ачасене чӑвашла лайӑх пӗлекеннисем тата япӑхрах пӗлекеннисем ҫине пайласа вӗрентеттӗмӗр. Грамматика та вӗрентнӗ, олимпиадӑсенче, конференцисемпе семинарсенче яланах вырӑнсем йышӑннӑ.

Халӗ чӑваш чӗлхине суйласа илсе ҫеҫ вӗренеҫҫӗ, ун пеккисен проценчӗ те пӗчӗк. Уроксен шутне чакарнӑ, эрнере 2 сехет кӑна: 1 чӗлхе урокӗ тата 1 литература. 40 минутра тӗрлӗ енлӗ ӗҫлесе ӗлкӗрме йывӑр.

Чӑвашла вӗренес кӑмӑллисем нумаях маррине кура халь классене пайламасӑрах вӗрентетпӗр. Ачасем тӗрлӗ пӗлӳ шайӗллӗ пулнӑ май ӗҫлеме ҫӑмӑл мар. Пӗрисем аванах калаҫкалаҫҫӗ, теприсем ӑнланмаҫҫӗ те.

— Ачасене тӑван чӗлхепе интереслентерес тесе Эсир темӗн тӗрлӗ мероприяти те йӗркелени ҫинчен илтнӗччӗ. Тӗрлӗ конкурссене ачасем кӑмӑлпах хутшӑнаҫҫӗ-и?

— Вӗренекенсене тунсӑхлӑ уроксем кирлӗ мар, вӗсем ҫул-йӗрне хӑйсемех кӑтартса пыраҫҫӗ. Акӑ, сӑвӑ вулас енӗпе конкурс ирттерни ҫинчен каласанах ачасем ӑмӑртмалла тенӗ пек унта валли сӑвӑ вӗренеҫҫӗ. Чӑвашла калаҫма пӗлмесен те сӑвӑ вӗренсе, чӑваш тумӗ тӑхӑнса конкурсра каласа парасшӑн. Малти вырӑнсене йышӑнсан вара шутсӑр савӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ конференцисене те кашни ҫулах хутшӑнатпӑр. Вӑйӑ элеменчӗсене ӗҫе кӗртни, проектсем туни ачасене кӑсӑклантарать. Чӑвашла йӗркеленӗ уявсем питӗ хаваслӑ иртеҫҫӗ. Сӑмахран, кӑҫал эпир Ҫӗнӗ ҫул уявне те пӗтӗмпех тӑван чӗлхепе ирттертӗмӗр. Ачасем питӗ тӗлӗнтерчӗҫ. Вӗсем симӗс чӑрӑш тавра тӑрса чӑвашла юрӑсем шӑрантарчӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ, чӑваш ташши ташларӗҫ — тӗлӗнмелле чаплӑ уяв пулчӗ. Вӗренекенсемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле улах, сурхури, ача чӑкӑчӗ тата ытти йӑла-йӗркесене театрализацилесе кӑтартассине эпир йӑлана кӗртнӗ. Пирӗн шкулта питӗ чаплӑ этнографи музейӗ йӗркеленӗ. Унта халӑх культурипе ҫыхӑнтарса уҫӑ уроксем ирттеретпӗр, чӑвашсен авалхи ӗҫ хатӗрӗсемпе, япалисемпе, тӗррисемпе вӗренекенсем интересленсех паллашаҫҫӗ. Ачасенче чӑвашлӑх туйӑмне ҫирӗплетес, асатте-асаннесен юрри-ташшипе, йӑли-йӗркипе паллаштарса чӗлхене пуянлатас, хӑйсене ирӗклӗ, вӑтанмасӑр тытма хӑнӑхтарас тесе тӗрлӗ енлӗ ӗҫлетӗп.

— Эсир хӑвӑр та тӗрлӗ конкурссенче, семинар-канашлусенче, наукӑпа ӑслӑлӑх конференцийӗнче яланах малти ретре. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче профессири чи лайӑххисен шутне  кӗнине пӗлтӗм…  

— Ҫапла, эпӗ тӗп хуламӑрти «Тӑван чӗлхене чи лайӑх вӗрентекен» конкурсра мала тухрӑм, республика шайӗнчи ӑмӑртура та лауреатсен шутне лекме пултартӑм. Эпир ку конкурсра урок патӑмӑр, класс сехечӗ ирттертӗмӗр, ӑсталӑх тата меслетлӗх лаҫҫинче пултарулӑха кӑтартрӑмӑр. Ҫакӑн йышши конкурссене хутшӑнни питӗ пӑлхануллӑ, апла пулсан та вӑл ҫӗнӗлӗхсем шырамалли, аталанмалли, ҫирӗпленмелли мел. Вӑл вӗрентекене малалла аталантарса    пырать.

— Ӑсчахсем чӑваш чӗлхине ҫӗр ҫинчи пӗтсе пыракан чӗлхесен шутне кӗртесшӗн тенине илтнӗччӗ. Эсир ҫакӑн пирки мӗн шутлатӑр? Сирӗн шутпа чӑваш чӗлхин пуласлӑхӗ    пур-и?

— Чӑваш чӗлхи ӑҫтан пӗттӗр? Унпа пирӗн республикӑра ҫеҫ мар, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсенче калаҫаҫҫӗ. Чӑвашсем Африкӑра та, Камчаткӑра та, Америкӑра та, тата ытти ҫӗрте те пур. Америкӑра, сӑмахран, унта пурӑнакан чӑвашсем пӗрле пуҫтарӑнса уявсем йӗркелеҫҫӗ. Сургутра «Чӑваш пики» тата ытти конкурссем ирттереҫҫӗ. Чӑваш эстрада юрӑҫисем те республика тулашӗнчи тӗрлӗ ял-хуласене ҫитсе тулли залсем пуҫтараҫҫӗ. Ман шутпа, тӗнче пӗтсен ҫеҫ чӑваш пӗтет. Тӗнче ан пӗттӗр тесен вара пирӗн ҫынлӑха ҫухатмалла мар, пӗр-пӗрне юратма пӗлмелле. Ачасене вӗрентнӗ чухне вара уйрӑм юрату кирлӗ. Вӗсем икӗпитлӗхе     тӳрех туйса илеҫҫӗ.

— Наталия Викторовна, пысӑк тав интереслӗ калаҫушӑн. Эсир пӗр вырӑнта лӑпланса ларакан ҫын мар. Малашне те профессире пысӑк утӑмсем тума сунатӑп. Ҫакӑн пек пысӑк хавхаланупа, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе ҫирӗппӗн утмалла пултӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *