Вторник, 13 октября

Ӗмӗрӗпех колхозра ӗҫленӗ

Ӗмӗрӗпех колхозра ӗҫленӗ

Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсене тата ун хыҫҫӑнхи ҫулсене лекнӗ ҫынсен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл килмен. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑннӑ, тумтир енчен те хӗсӗк пулнӑ. Паянхи ачасем ҫиекен пылак ҫимӗҫ вырӑнне — мӑян ҫӑкӑрӗ. Тӗрлӗ ӳсен-тӑран яшки ҫисе ҫитӗннӗ ҫынсем 90 ҫула ҫитнинчен, пӗр шутласан, тӗлӗнмелле те пек. Колхоз производствинче ӗҫленӗскерсен пур ӗҫе те алӑ вӑйӗпе тумалла пулнӑ. Механизаци пирӗн тӑрӑха иртнӗ ӗмӗрӗн 70—80 ҫулӗсенче ҫеҫ анлӑрах кӗме пуҫланӑ. Уй-хирте-и, фермӑра-и — тӗп ӗҫ хатӗрӗ кӗреҫе-сенӗк анчах пулнӑ. Ӗҫе кайиччен кӑмака хутса пултарма тивнӗ. Вӑл вӑхӑтри пӗтӗм йывӑрлӑхсене асӑнса та пӗтереймӗн. Вӗсене чӑтса ирттерсе паянхи пурнӑҫа ҫитме пӗрре те ҫӑмӑл пулман.

Эткер ялӗнче пурӑнакан Агапия Степановна  Галкина ҫак кунсенче 90 ҫул тултарчӗ. Ҫак ятпа ӑна Хырхӗрри территори уйрӑмӗн начальникӗ В.А. Нямуков, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ С.Г. Катиков саламланӑ, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Н.Н.Раськинӑн саламлӑ ҫырӑвне тата парнине панӑ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем юбиляра савӑк юрӑ парнеленӗ.

Агапия Эткер ялӗнчех ҫуралса ӳснӗ. Мӗн пӗчӗкрен ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ҫитӗннӗ. Ҫамрӑклах уй-хирте ӗҫлеме пуҫланӑ: ҫурлапа тырӑ вырнӑ, утӑ-улӑм пуҫтарнӑ, анасене ҫумкурӑкран тасатнӑ… Вӑхӑт ҫитсен пӗр ял каччипе Иван Николаевичпа ҫемье чӑмӑртанӑ.  Пӗрле тӑрӑшса ҫӗнӗ ҫурт ҫӗкленӗ, хуралтӑсем ҫавӑрнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех иккӗшӗ те ялта ӗҫлесе пурӑннӑ. Малтан хӗрарӑм  «Красный маяк» колхозра вӑй хунӑ.  Хуҫалӑх «Комсомольский» совхозпа пӗрлешсен Эткерти сӗт-ҫу ферминче нумай ҫул пӑрусем пӑхнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Вӑл тӑрӑшнӑ ҫулсенче витесем ӑшах пулман. Ураран ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те резина атӑ кайман. Фермӑрах кун кунлама тивнисем те, ҫӗр выртма юлнисем те сахал мар пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра пӑрусем тӗрӗс-тӗкел   ӳссе ҫитӗнччӗр тесе нумай тӑрӑшма тивнӗ. Апатне те, шывне те алӑпа ҫӗкленӗ.  Темӗнле хӗн килсен те Агапия Степановна чӑтнӑ. Хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑ. Хастар ӗҫшӗн вӑл пӗрре мар колхоз правленийӗн Хисеп грамотисене, парнесене тивӗҫнӗ.

Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем 3 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ. Вӗсене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Паян вӑл 3 мӑнукӗпе, 6 мӑн мӑнукӗпе савӑнать. Халӗ А.Галкина кӗҫӗн ывӑлӗпе пӗрле пурӑнать. «Пӗрре те ахаль ларасшӑн мар вӑл. Картишне тухсан чӑх-чӗпе апат парать. Майӗпен кӑштӑртатса ҫӳрет», — теҫҫӗ ун пирки ывӑлӗпе кинӗ. Хисеплӗ ветеранӑн малашне те сывлӑхӗ пултӑр, вӑй-халӗ ан чактӑр. Кашни ҫӗнӗ кун ӑна савӑнтарса, хавхалантарса пытӑр.

Юрий Михайлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *