Шӑматкун Ҫӗрпӳ хулинче муниципаллӑ депутатсен республика спартакиади иртнӗ. Унта пирӗн округ команди те хастаррӑн хутшӑннӑ.
Мероприятие уҫса ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов пурне те ӑшшӑн саламланӑ, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыни сывлӑхшӑн, ӗҫшӗн питӗ усӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Чи малтанах пуҫтарӑннисем спорт аэробики енӗпе тӗнче тата Европа чемпионӗ Алексей Германов ертсе пынипе пурте пӗрле зарядка туса ӳт-пӗве ҫемҫетнӗ.
Ӑмӑртура депутатсем мини-футболла вылянӑ, ҫӑмӑл атлетика эстафетинче, канат туртассинче тупӑшнӑ, «Хаваслӑ стартсенче» командӑпа мала тухма талпӑннӑ. Ҫавӑн пекех ГТО нормисене парас енӗпе те пысӑк хавхаланупа тӑрӑшнӑ. Пуҫтарӑннисем харпӑр хӑйӗн физкультура хатӗрленӗвне ҫеҫ мар, командӑра ӗҫлеме пӗлнине те кӑтартса панӑ.
Пирӗн округ команди мини-футболра тата ГТО нормисене парассинче иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

