Эп те ҫамрӑк пулнӑ,
Юратса та курнӑ,
Савнӑ ҫынпа ҫавӑрнӑ ҫемье.
Ыррине те курнӑ,
Усалне те чӑтнӑ,
Тытас тенӗ ҫумрах телее.
Ачасем ҫуратнӑ,
Вӗсемпе йӑпаннӑ
Ачашласа кашнине пуҫран.
Пурнӑҫа юратнӑ,
Ыррине ҫеҫ шаннӑ,
Йывӑрлӑхсене шута хуман.
Вӑхӑчӗ шав шурӗ,
Ҫамрӑклӑх та иртрӗ,
/пкелеместӗп хам шӑпана.
Руфина Смирнова.

