Юрату алӑкне
Илтӗм эп питӗрсе,
Паратӑп тавӑрса уҫҫине.
Тататӑп хӑлӑпне,
Тепӗр хут ас илсе
Юлашки хут пӑхап ун ҫине.
Асилӳ шухӑшне
Чартӑм эп хупласа,
Шутламастӑп текех сан ҫинчен.
Юрату телейне
Хутӑм эп пытарса,
Кӑлармастӑп чӗре хушшинчен.
Манаймас сана,
Сан хитре сӑнна,
Сан ҫӳхе туту,
Асӑмрах куллу.
Юрату уҫҫине
Хӑварап хуҫине.
Парнелетӗр ӑна теприне.
Ан шыра эс мана,
Эп кӗтместӗп сана,
Манаймастӑп улталанине.

