Вторник, 13 октября

Халӑх юррисемпе куракансене тыткӑнланӑ

Халӑх юррисемпе куракансене тыткӑнланӑ

Августӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшӗччен Мускавра ВДНХра «Вкусы России» гастрономи фестивалӗ         иртет. Унта пирӗн республика чысне Етӗрнери аш-какай комбиначӗ хӳтӗлет. Тӗрлӗ халӑхсен апат-ҫимӗҫӗсене хакланисӗр  пуҫне кашни кунах фольклор коллективӗсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ. Пирӗн округри «Кубняночка» халӑх вокал ансамблӗ августӑн 16 тата 17-мӗшӗсенче ВДНХри «Халӑхсен туслӑхӗ» фонтан умӗнче чӑваш халӑх юррисене шӑрантарса пирӗн культурӑна кӑтартса панӑ.

Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Альбина Кокшина ертсе пыракан коллектившӑн ҫак фестиваль аталану ҫулӗ ҫинчи пӗлтерӗшлӗ утӑм пулса тӑнӑ. «Коронавирус пандемийӗ вӑхӑтӗнче коллективпа тӗрлӗ хуласене тухса ҫӳреме пӑрахрӑмӑр. Унтанпа ку пирӗн пысӑк хулари пӗрремӗш концерт. Гастрольсене тухса ҫӳрени ансамбле аталанма пулӑшать,  артистсене хавхалантарать. Мускава каяр тесен пӗри те айккинче тӑрса юлмарӗҫ,  пурте хапӑлласах килӗшрӗҫ. Вара тӳрех концерт программи хатӗрлеме пикентӗмӗр. Пире тӗп хуламӑрта питӗ лайӑх кӗтсе илчӗҫ,  чун каниччен юрласа,  ташласа,  пысӑк хавхаланупа таврӑнтӑмӑр»,  — каласа парать Альбина Васильевна.

Коллектив фестивале пуҫтарӑннисене пӗрер сехет хушши хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Виктор Кокшин илемлетнӗ чӑваш халӑх юррисем куракансен чунне тыткӑнланӑ. «Сыны Отечества» организаци урлӑ реклама панипе пуль республика тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем мероприятие питӗ йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсем хавхалантарнине кура концерт питӗ ҫӑмӑллӑн,  пӗр сывлӑшпа тенӗ пек иртсе кайнӑ. Вырӑссем те,  ытти халӑх ҫыннисем те чӑваш халӑх юррисене киленсех итленӗ.

«Сирӗн юрӑсем епле илемлӗ—ҫке»,  тесе концерт хыҫҫӑн шухӑшӗсене уҫрӗҫ. Ку пирӗншӗн кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулчӗ»,  —  палӑртать коллектив ертӳҫи.

Паллах,  ҫакӑн пек ҫӳллӗ шайри мероприятие хутшӑнасси ҫӑмӑл мар. Концерт программине хатӗрлени ҫеҫ ҫителӗксӗр,  пысӑк ушкӑнпа аякри хулана ҫитсе килессине йӗркелесси — хӑех пысӑк ыйту. «Пире округ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Раськин,  культура секторӗн ертӳҫи Дария Грибова,  тӗп специалист-эксперчӗ Дарья Лазарева,  районти культура ҫурчӗн тата «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн ертӳҫисем йӗркелӳ ӗҫӗсенче чылай пулӑшрӗҫ. Вӗсене пурне те,  ҫавӑн пекех Александр Шингалов водителе те чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Пире аталану ҫулӗ ҫинче пысӑк утӑм тума май панӑшӑн эпир питӗ хавас»,  — пытармасть савӑнӑҫне Альбина Кокшина.

«Кубняночка» ансамбле «Вкусы России» фестивалӗн программине творчествӑлла тӳпе хывнӑшӑн РФ ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗн Марина Афонинан Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. «Хӑвӑрӑн концертпа эсир фестиваль хӑнисене ырӑ туйӑмсем,  чӗрӗ искусство,  чун ӑшши тата хӑвӑр регионӑн культурин пуянлӑхне парнелерӗр»,  — ҫырнӑ унта тав сӑмахӗсем хыҫҫӑн. Коллектива малашне те ҫӳллӗ шайра палӑрма,  кунран-кун аталанса пыма,  хӑйсен пултарулӑхӗпе пире савӑнтарсах тӑма сунатпӑр.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *