Вторник, 13 октября

Пултаруллӑ сӑвӑҫ,  40 ытла юрӑ авторӗ

Пултаруллӑ сӑвӑҫ,  40 ытла юрӑ авторӗ

Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗн Валентина Кузнецован шыв юххи пек шӑранса пыракан юррисене нумайӑшӗ киленсех итлет. Анчах ҫав юрӑсен сӑмахӗсене кам ҫырнине,  тен,  пӗлсех те каймаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗн авторӗ пирӗн хушӑрах ҫӳрет. Вӑл — Йӑлмахва ялӗнче пурӑнакан Руфина Смирнова.

Руфина Васильевна Етӗрне районӗнчи Тури Мучар ялӗнче ҫуралса ӳснӗ,  унтах вӑтам шкул пӗтернӗ. Шӑпа ӑна Йӑлмахва ялне илсе ҫитернӗ. Мӗн ачаран сӑвӑсем ҫырма,  юрлама юратаканскер Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш филологи уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ. Пӗр хушӑ ялти шкулта чӑваш сӑмахӗ,  музыка предмечӗсене вӗрентнӗ. Кайран Йӑлмахвари культура ҫуртӗнче ӗҫлеме пикеннӗ,  унта вӑл 18 ҫул ӗнтӗ вӑй хурать.

Чи малтанхи сӑввисем Руфина Смирнован «Октябрь ялавӗ» хаҫатра кун ҫути курнӑ. Пултаруллӑскер,  прозӑлла сӑвӑсем те,  калавсем те ҫырса халӑх патне ҫитернӗ. Каярах вара сӑввисене юрра хывма тытӑннӑ. «Манӑн пултарулӑх ҫӳпҫинче 40 ытла юрӑ. Чылайӑшне чӑваш эстрада юрӑҫи Валентина Кузнецова шӑрантарать. «Хуняма»,  «Вӗлтӗрен»,  «Аллӑ ҫул»,  «Хӗрарӑмсем» тата ытти юрӑсем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлчӗҫ. Темиҫе ҫул каялла «Юрату уҫҫи» хит та пулса тӑнӑччӗ»,  — уҫать чунне сӑвӑҫ. Руфина Васильевна ытларах юрату,  тӑванлӑх хутшӑнӑвӗсем,  уявсем,  ҫутҫанталӑк ҫинчен ҫырать.  Пӗр паллакан арҫын ыйтнипе унӑн 50 ҫулхи юбилейне халалласа ҫырнӑ юрӑ та пур унӑн.  «Культура ҫуртӗнче ӗҫленӗ май тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ чухне мана хамӑн юрӑсем питӗ пулӑшаҫҫӗ. Аннесен,  аттесен,  ваттисен кунӗсене тата ытти нумай уявсене ирттернӗ чухне эпӗ ялан хамӑн юрӑсене юрлама тӑрӑшатӑп. Ятарласа уяв ячӗпе ҫӗнӗ юрӑ хыватӑп. Халӑх чӑваш юррисене питӗ кӑмӑллани сисӗнет. Эпӗ хам та,  концертсенче вырӑслисене те шӑрантаратпӑр пулсан та,  ытларах чӑваш юррисене кӑмӑллатӑп»,  — палӑртать талантлӑ хӗрарӑм.

Республика тулашӗнче,  республикӑра,  округра иртекен фестивальсене хутшӑнма яланах вӑхӑт тупать Руфина Васильевна. Чылай чухне малти вырӑнсене те йышӑнать. Ялти культура вучахне сӳнтерес мар,  малалла аталантарас тесе тӑрӑшать. Кӑҫал Руфина Смирнова республикӑра иртнӗ «Эпӗ — хӗрарӑм» конкурса та хутшӑннӑ,  унта хӑйӗн пултарулӑхне туллин палӑртса видеоролик хатӗрленӗ.

Талантлӑ сӑвӑҫӑн,  юрӑҫӑн пултарулӑхӗпе паллашнӑ май% «Хӑвӑрӑн юрӑсен кӗнекине кӑларас килмест-и;» тесе интереслентӗм. «Кӗнеке кӑларас шухӑш пулман мар,  паллах. Анчах эпир,  сӑпайлӑ чӑваш хӗрарӑмӗсем,  ҫын умӗнче мухтанма хӑнӑхман та,  ку ӗҫе нимӗнле те пикенеймерӗм-ха. Паллакансем час-часах ҫакӑн ҫинчен аса илтереҫҫӗ. Тен,  малашлӑхра асӑнмалӑх юрӑ кӗнеки пичетлесе те кӑларӑпӑр»,  — пытармарӗ вӑл.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *