Вторник, 13 октября

Вут-ҫулӑма алхасма парар мар

Комсомольски муниципалитет округӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 15 пушар тухнӑ. Пӗлтӗр ҫак вӑхӑтра 12 пушара шута илнӗ.  Шел пулин те,  кӑҫал   вут-ҫулӑмра 2 ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. «Хӗрлӗ автан»  ҫуртсене,  мунчасене,  сарай-хуралтӑна тӗп тунӑ. Пушар ытларах мӗне пула тухать-ха;

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх,  электрооборудованипе тӗрӗс усӑ курманран (5 пушар),  ҫулӑмпа асӑрханманран (3 пушар),  кӑмака тӗрӗс хутманран (2 тӗслӗх) ҫулӑм алхаснӑ.

Республикӑра ҫак сӑлтавсене пула кӑҫал 412 инкек пулнӑ,  ҫав шутран 125-шӗ — пирус туртнӑ чухне,  14-шӗ — ачасем шӑрпӑкпа вылянӑран. «Ҫулӑмпа асӑрханманни» мӗне пӗлтерет-ха; Пирус туртнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркисем пирки манни. Ҫунакан хатӗрсем ҫывӑхӗнче пирус туртсан пушар тухасси инҫех мар. Кунсӑр пуҫне кӑвайт чӗртнӗ,  типӗ курӑк,  ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманни. Япаласене плита ҫийӗн,  камин умӗнче,  кӑмака е электроприбор ҫинче,  фенпа е ӑшӑ пушкипе типӗтнӗ чухне те ҫулӑм тухма пултарать.

Ачасем шӑрпӑкпа,  хӑвӑрт тивсе илекен япаласемпе выляни те вырӑнсӑр. Инкек ан пултӑр тесен шӑпӑрлансене ҫулӑмпа вылясан пушар тухма пултарасси пирки аса илтерсех тӑмалла. Аслисен те тимлӗ пулмалла,  шӑрпӑка,  чӗртмелли ытти хатӗре ачасем ҫитеймен вырӑнта упрамалла.

Пушар тухсан чылай чухне ҫынсем ҫухалса каяҫҫӗ,  хыпӑнса ӳкеҫҫӗ,  ҫавна май огнетушительпе усӑ курмасӑр,  сывлав органӗсене хӳтӗлемесӗр ҫулӑма ҫара алӑпа сӳнтерме хӑтланаҫҫӗ. Ҫапла вӑйлах суранланаҫҫӗ,  хӑш чухне — вилмеллех. Килте огнетушитель пулмаллах,  вӑл ҫулӑм тухсанах  сӳнтерме пулӑшать. Ҫавӑн пекех пушар извещательне вырнаҫтарӑр — ҫак прибор ҫулӑм тухни пирки тӳрех систерет. Ҫулӑм е тӗтӗм шӑрши тухнине асӑрхасанах пӗр тӑхтамасӑр пӳлӗмрен тухмалла та «101» е «112» номерпе шӑнкӑравламалла. Ҫулӑмпа асӑрханӑр! Тимлӗ пулни сире тата ҫывӑх ҫыннӑрсене инкекрен хӑтарӗ.

Иван  Ананьев,  районти 31-мӗш пушар чаҫӗн

начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *