Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем кашни ҫулах пуҫаруллӑ бюджет программине хутшӑнса хӑйсем пурӑнакан вырӑна хӑтлӑлатма тӑрӑшаҫҫӗ . Ҫак программа ял ҫыннисене тирпей-илем кӗртмелли вырӑнсене пӗрле канашласа палӑртма май парать.
Ҫитес ҫул кунта Нӗркеҫ, Хирти Сӗнтӗр, Янкасси, Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ ентешӗсене асӑнса лартнӑ палӑксене реконструкци тӑвасшӑн . Ял ҫыннисем вӗсене юсани тата ҫӗнетни культура еткерлӗхне тата паттӑрсен астӑвӑмне упрассинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ . Уйрӑмах Тӑван ҫӗршыв хутӗлевҫин ҫулталӑкӗнче эпир палӑксем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма тивӗҫ .
Унсӑр пуҫне Нӗркеҫ тата Янкасси ялӗсенче пурӑнакансем халӑхпа пӗрле канашласа масар ҫурчӗсем туса лартма килӗшнӗ .
Ҫитес ҫул территори уйрӑмӗнче «Пирӗн ҫулсем» направленипе те ӗҫсем пурнӑҫласшӑн . Ҫапла Янкассинчи Ҫӗнӗ урамри тата Нӗркеҫри Чернов урамне каякан тӑкӑрлӑкри ҫулсене юсасшӑн .
Шансах тӑратпӑр: ял ҫыннисем пуҫарнипе тума палӑртнӑ ӗҫсем патшалӑх программи пулӑшнипе пурнӑҫа кӗрӗҫ . Алӑ усса лармасан хамӑр пурӑнакан вырӑна хӑтлӑлатма пулатех .
Алевтина Антонова .

