Вторник, 13 октября

Пурӑнакан вырӑн хӑтлӑ пултӑр

Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗнче пурӑнакансем кашни ҫулах пуҫаруллӑ бюджет программине хутшӑнса хӑйсем пурӑнакан вырӑна хӑтлӑлатма тӑрӑшаҫҫӗ . Ҫак программа ял ҫыннисене тирпей-илем кӗртмелли вырӑнсене пӗрле канашласа палӑртма май парать.

Ҫитес ҫул кунта  Нӗркеҫ, Хирти Сӗнтӗр, Янкасси, Ҫӗнӗ Кипеҫ ялӗсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫӗсене хунӑ ентешӗсене асӑнса лартнӑ палӑксене реконструкци тӑвасшӑн . Ял ҫыннисем вӗсене юсани тата ҫӗнетни культура еткерлӗхне тата паттӑрсен астӑвӑмне упрассинче пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ . Уйрӑмах Тӑван ҫӗршыв хутӗлевҫин ҫулталӑкӗнче эпир палӑксем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрма тивӗҫ .

Унсӑр пуҫне Нӗркеҫ тата Янкасси ялӗсенче пурӑнакансем халӑхпа пӗрле канашласа масар ҫурчӗсем туса лартма килӗшнӗ .

Ҫитес ҫул территори уйрӑмӗнче «Пирӗн ҫулсем» направленипе те ӗҫсем пурнӑҫласшӑн . Ҫапла Янкассинчи Ҫӗнӗ урамри тата Нӗркеҫри Чернов урамне каякан тӑкӑрлӑкри ҫулсене юсасшӑн .

Шансах тӑратпӑр: ял ҫыннисем пуҫарнипе тума палӑртнӑ ӗҫсем патшалӑх программи пулӑшнипе пурнӑҫа кӗрӗҫ . Алӑ усса лармасан хамӑр пурӑнакан вырӑна хӑтлӑлатма пулатех . 

Алевтина Антонова . 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *