Вторник, 13 октября

Шур халатлисем ялсене ҫитеҫҫӗ

Шур халатлисем ялсене ҫитеҫҫӗ

Округра мобильлӗ «Сывлӑх пункчӗсем» хӑйсен ӗҫне малалла тӑсаҫҫӗ. Тӗрлӗ ялсенче пурӑнакансем поликлиникӑна каймасӑрах хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттерме, специалистсемпе канашлама пултараҫҫӗ. Ҫак кунсенче Асанкасси ял ҫыннисем те тухтӑрсемпе тӗл пулнӑ.

«Сывлӑх пунктне» пурӗ 123 пациент пырса сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ, анализсем панӑ. Вӗсем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтусене уҫӑмлатма врачсемпе канашланӑ. Шур халатлисем профилактика тӗллевӗллӗ медицина тӗрӗслевӗсем, диспансеризацисем кашни ҫыншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ, сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен калакан информаци материалӗсем валеҫнӗ.

Палӑртса хӑвармалла: ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарнипе пурнӑҫа кӗрекен «Сывлӑх патне утӑм» проект питӗ усӑллӑ пулни куҫкӗрет. Вӑл ҫынсене ялтан тухмасӑрах сывлӑхне тӗрӗслеме, тухтӑрсемпе канашлама май парать. Августӑн 16-мӗшӗнче «Сывлӑх пункчӗ» Нӗркеҫре, 20-мӗшӗнче — Тукай Мишер ялӗнче, 27-мӗшӗнче — Комсомольскинче «Кӗтне» ФСК территорийӗнче пулӗ. Сентябрь уйӑхӗнче Урмаел тата Александровка ҫыннисен ялтан тухмасӑрах сывлӑхне тӗрӗслеттерме май пулӗ.

Тӗплӗнрех https://podpiska.pochta.ru/press/%D0%9F6722

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *