Нумаях пулмасть Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи вӑтам шкул пичӗсем йӑл кулӑпа ҫиҫекен, ҫӳҫӗсем чылай шуралнӑ ҫынсемпе тула пуҫларӗ. Пӗр класра вӗреннӗ тантӑшсем, шкул пӗтерни 50 ҫул ҫитнӗ ятпа пуҫтарӑнтӑмӑр, тӗлпулу ирттертӗмӗр.
Мӗн тери ҫывӑх пулнӑ эпир вӗреннӗ ҫулсенче, пире курӑнман ҫипсемпе ҫӗлесе лартнӑ тейӗн…
Эпир пурте пӗрле тӑрса шкул умӗнче сӑн ӳкерчӗксем турӑмӑр. Шел пулин те, пӗлӳ ҫуртне кӗрсе курма май килмерӗ. Сӑмах май каласан, ҫак шкулӑн хушса тунӑ ҫуртне ҫӗкленӗ ҫӗрте пирӗн тӳпе те пур. 1974 ҫулта, ӗҫпе кану лагерӗнче пулнӑ вӑхӑтра, эпир шкулӑн икӗ хутлӑ пулас хушма ҫурчӗн никӗсне хывма хастаррӑн хутшӑннӑччӗ.
Шкул ҫурчӗ йӗри-тавра ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн «Весна» ресторанра пӗрле чей ӗҫрӗмӗр, тӗлпулу малалла тӑсӑлчӗ.
Аслӑ Новгородра пурӑнакан Леонид Орешкин ячӗпе хӗрсене кӗл чечекӗ парне пулчӗ. Тепӗр видеосалама Чулхуларан Галина Трофимова ярса панӑ. Ҫакӑ, паллах, пирӗн кӑмӑлсене хӑпартрӗ. Малалла кашни хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ.
Пирӗнтен чылайӑшӗ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн хӑйсен пурнӑҫне тӑван тӑрӑхпах ҫыхӑнтарнӑ. Сӑмахран, Григорий Григорьев «Красный Октябрь» колхоза ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ, Николай Орешкин асӑннӑ хуҫалӑхра тӗп бухгалтерта тӑрӑшнӑ, Краснослав Григорьев чылай ҫул тӑван шкулта директор ӗҫӗсене йӗркелесе пынӑ, Людмила Сапожникова ялта хӑй уҫнӑ предприятинче ӗҫлет. Евгений Шемякин, Николай Денисов, Олег Орешкин, Александр Ракчеев, Мария Плотникова, Галина Терентьева, Галина Акчурина «Красный Октябрь» колхозра тӑрӑшнӑ, халӗ тивӗҫлӗ канура. Палӑртма кӑмӑллӑ, Александр Ракчеевпа Галина Акчуринан пӗр хушамат — Ракчеевсем, вӗсем шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫемье ҫавӑрчӗҫ. Валентина Розова Госстатистика органӗн Комсомольскинчи уйрӑмӗнче вӑй хунӑ, Нина Петуховӑпа Елена Антонова Комсомольскинчи организацисенче ӗҫленӗ. Аякра пурӑнакансем те чылай. Оля Молокова Мордови Республикинче, Галина Медведева Мускав тӑрӑхӗнче, Зинаида Кольцова Тутар Республикинчи Зеленодольск, Владимир Никитин Тольятти хулисенче хӑйсен ҫемйисемпе пурӑнаҫҫӗ, Валерий Григорьев, Владимир Ракчеев, Валерий Гаврилов, Геннадий Петров Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тӗпленнӗ.
Ҫакна палӑртма кӑмӑллӑ% пӗрле вӗреннӗ тантӑшсем хушшинче чылайӑшӗ ӗҫ вырӑнӗсене пӑрахман, малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Олег Орешкин тӗлпулура хуткупӑспа выляса савӑнтарчӗ. Асамлӑ ҫемӗсем каласа пире юрлаттарчӗ те, ташлаттарчӗ те. Уйрӑмах шкулта вӗреннӗ вӑхӑтри юрӑсене юрласа чунсем уҫӑлчӗҫ.
Пӗр-пӗринпе калаҫса, ташласа юрланӑ хыҫҫӑн хамӑра ҫамрӑкланнӑ пекех туйрӑмӑр. Ҫапла вара, нумай-нумай ҫул валли пурӑнма вӑй-хал пуҫтарӑнчӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра татах тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр.
Василий Димитриев.
Сӑн ӳкерчӗк авторӑн.

