Вторник, 13 октября

Автоклуб Эткер ял халӑхне савӑнтарнӑ

Автоклуб Эткер ял халӑхне савӑнтарнӑ

Июлӗн 31-мӗшӗнче ЧР Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн «Хаваслӑ ҫу кунӗсем» проекчӗпе килӗшӳллӗн «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ тата Хырхӗрри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи художествӑлла пултарулӑх ушкӑнӗ Эткер ялне концертпа кайнӑ.

Ҫак кун артистсем  концерт курма пуҫтарӑннӑ ял ҫыннисене халӑх юррисемпе тата ытти чуна пырса тивекен юрӑ-кӗвӗпе савӑнтарнӑ. Кашни номере куракансем хапӑлласа йышӑннӑ, артистсене алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.   Ял ҫыннисем концерт питӗ лайӑх иртнине палӑртнӑ, малашне те ҫакӑн пек ялах килсе савӑнтарма ыйтнӑ.

Палӑртса хӑварар, автоклуб яла килни — ахаль концерт ҫеҫ мар, ялсенче пурӑнакансене савӑнӑҫ парнелекен чӑн-чӑн культура уявӗ. Ҫакӑн пек ҫула тухса халӑха савӑнтарма май пулни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

 Хамӑр инф.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *