Вторник, 13 октября

Паттӑр ячӗпе турнир

Паттӑр ячӗпе турнир

Нумаях пулмасть эпир Сывлӑш-десант ҫарӗсен кунне уявларӑмӑр. Ҫак кун Шурут ялӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫне хунӑ десантнике Александр Кошкина асӑнса футбол турнирӗ йӗркеленӗ.

«Александр Тӑван ҫӗршыва тата ҫывӑх ҫыннисене хӳтӗлеме яланах хатӗр чӑн-чӑн патриот пулнӑ. Унӑн паттӑрлӑхӗ яланах пирӗн чӗресенче пулӗ», — палӑртнӑ муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин мероприятие уҫса.

Турнир пуҫланиччен ял ҫыннисем А.Кошкина асӑнса лартнӑ палӑк патне чечексем хунӑ. Малалла вара арҫынсемпе каччӑсем командӑсене пайланса футбол уйне тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ команда парнесене тивӗҫнӗ.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *