Пирӗн хушӑри мӑшӑрсенчен пӗр-пӗринпе 65 ҫул пурнӑҫ сукмакне такӑрлатакансем питӗ сайра. ҫавӑнпа та Нӗркеҫ ялӗнче пурӑнакан Голыевсене чӑннипех те тӗлӗнмелле мӑшӑр тесе калас килет. Лидия Георгиевнӑпа Петр Александрович ҫак кунсенче шӑпах «тимӗр» туйне паллӑ тунӑ.
65 ҫул пӗрле пурӑннине ахальтен мар ҫак ҫирӗп металӑн ячӗпе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Пӗр-пӗринпе ҫакӑн пек нумай ҫул килӗштерсе пурӑнакан мӑшӑрӑн ҫемйи тимӗр пек ҫирӗп пулса ҫитет, юратакан чӗресем пӗр-пӗриншӗн чӑн-чӑн тӗрек пулса тӑраҫҫӗ.
Хисеплӗ мӑшӑра ҫак чаплӑ уяв ячӗпе Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗ Валентина Салмина ӑшшӑн саламланӑ, ҫемье йӑлисене упраса пынӑшӑн, ачасене воспитани парас ӗҫре тивӗҫлӗ тӗслӗх пулса тӑнӑшӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх службин Тав ҫырӑвӗпе тата Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Вырӑнти художество пултарулӑх коллективӗ ҫепӗҫ юрӑсемпе савӑнтарнӑ.
Петр Александровичпа Лидия Георгиевна иккӗшӗ те ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, пӗр шкулта вӗренсе пӗлӳ илнӗ, пӗр-пӗрне килӗштерсе ҫемье чӑмӑртанӑ. Иккӗшӗ те нумай ҫул колхозра вӑй хунӑ, кил хуҫи трактористра, комбайнерта ырми-канми тӑрӑшнӑ, мӑшӑрӗ пӑру пӑхакан, доярка пулнӑ, ӗҫченскерсем яланах пысӑк хуҫалӑх тытса пынӑ, картиш тулли выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк усранӑ, пахчара тем те пӗр ҫитӗнтернӗ.
Голыевсем виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ.
Ачисем мӑшӑрланса ашшӗпе амӑшне 11 мӑнук парнеленӗ. Паянхи кун юбилярсене мӑнукӗсен 8 ачи те савӑнтарать.
Голыевсен ҫемйинче яланах ӑшӑлӑх, килӗшӳ хуҫаланать. Ачисемпе мӑнукӗсем вӗсем патне час-часах килсе ҫӑреҫҫӗ, кил таврашӗнче пулӑшсах тӑраҫҫӗ. емӗрӗпе алла-аллӑн утакан мӑшӑр ҫемье телейне куҫ пек упрать. Малашне те вӗсен пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче савӑнӑҫпа ырлӑх, килӗшӳпе ӑнлану анчах пулччӑр.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

