Вторник, 13 октября

Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫ нумайланать

Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫ нумайланать

Округри пур ял хуҫалӑх предприятийӗсенче те вырма ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Юлашки кунсенчи ҫумӑрсем пӑртак чӑрмав кӑчӗҫ пулин те уяртсанах уй-хирсем каллех техника шавӗпе тулӗҫ.

Августӑн 7-мӗшӗ тӗлне округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем 4063 гектар ҫинчен пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсене пуҫтарса кӗртнӗ. Вӑл шутран 1810 гектар тулӑ,  1738 гектар урпа,  55 гектар ыраш,  230 гектар сӗлӗ,  230 гектар пӑрҫа йышши тырӑсен уйӗсем тырпултан пушаннӑ.

Йӗтемсем ҫине 14058 тонна тырӑ кӗнӗ. Унта ӑна ҫийӗнчех алласа,  тасатса пыраҫҫӗ. Вӑтам тухӑҫ хальлӗхе кашни гектар пуҫне 34, 6 центнер тухса пырать.  Хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче вара унтан та пысӑкрах.

Август уйӑхӗнче ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫсем нумайлансах пыраҫҫӗ. Улӑма пуҫтарса тюклаҫҫӗ,  ҫӗртме тӑваҫҫӗ,  кӗр тыррисем акма  хатӗрленеҫҫӗ.

Тырпул уйӗнче тӑрӑшнипе пӗрлех выльӑх апачӗ те хатӗрлеҫҫӗ, ӗнерхи кун тӗлне 8194 тонна утӑ янтӑланӑ,  23166 тонна сенаж  хывнӑ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *