Июлӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Елчӗк округӗнче пулнӑ. Ҫавна май вӑл Анатолий Петровӑн хресченпе фермер хуҫалӑхӗн уй-хирӗнчи вырма ӗҫӗсем мӗнле пынипе кӑсӑкланнӑ.
Паянхи кун хуҫалӑхри комбайнерсем 214 гектар кӗрхи тырӑран 5 гектарне вырнӑ. Вӑтам тухӑҫ кашни гектартан 45 центнер. Ку республикӑри вӑтам тухӑҫран пысӑкрах. Предприятин пӗтӗмӗшле акнӑ лаптӑк — 639 гектар. Фермер кӗрхи тырӑсемсӗр пуҫне 292 гектар ҫурхи тулӑ, 110 гектар пӑрҫа тата 23 гектар вика акнӑ.
«Кӑҫал ҫанталӑк условийӗсем савӑнтараҫҫӗ. Май тата июнь уйӑхӗсенчи ҫумӑрсем ҫӗре нӳрӗкпе тӑрантарма, ӳсентӑрансене вӑй илме май пачӗҫ. Ман алӑра — тулса ҫитнӗ пучах. Тырӑ лайӑх курӑнать. Ӑна пӗр ҫухатмасӑр пӳлмене пухсан, пӗлтӗрхи кӑтартусенчен те иртсе кайма пултаратпӑр. Планри кӑтартусене те, паллах, пурнӑҫлӑпӑр», — палӑртнӑ Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

