«Искра» колхоз хирӗсенче ӗҫ шавӗ тӑрать. Александр Зайцев тата Владимир Мартынов комбайнӗсем урпа уйӗнче ҫаврӑм хыҫҫӑн ҫаврӑм тӑваҫҫӗ. «Хир карапӗсем» нумаях та каяймаҫҫӗ, бункер тулнине систерсе сигнал параҫҫӗ.
Алексей Ксенофонтовпа Алексей Васильев водительсем тырра турттарса тӑраҫҫӗ. Инҫех те мар хирте Алексей Безрукинпа Николай Кокшин улӑма тюкласа пыраҫҫӗ. Руслан Морозов вӗсене прицепсем ҫине тиет, Александр Лебедевпа пӗрле уйран илсе тухаҫҫӗ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнине пӑхмасӑр механизаторсем хастар ӗҫлеҫҫӗ. Хуҫалӑхра тырпултан пушаннӑ хирсене сухаласах пыраҫҫӗ, 100 гектар ытла ҫӗртме тунӑ та.
Тырра ҫийӗнчех алласа, тасатса кӗлетсене хываҫҫӗ. Кунти ӗҫсене Елена Макарова заведующи йӗркелесе пырать. Лена Руссакова, Григорий Чемешев, Владислав Кабалин ӑна пулӑшса пыраҫҫӗ.
«55 гектар ҫинчи ыраша, 35 гектар ҫинчи кӗрхи тулла пуҫтарса кӗртнӗ. Халӗ 200 гектар лаптӑк йышӑнакан урпа уйӗнче ӗҫсем пыраҫҫӗ. Малалла тата 100 гектар ҫурхи тулӑ, 30 гектар сӗлӗ, 10 гектар вӑрлӑхлӑх вика хутӑшӗ пуҫтарса илмелле пулать. Хӗллехи вӑхӑтра юр сахал пулни кӑҫалхи тухӑҫ ҫине начар витӗм кӳресрен шикленнӗччӗ. Тырпул та, выльӑх апачлӗх курӑксем те япӑх мар ҫитӗнчӗҫ. Хальлӗхе тырӑ кашни гектар пуҫне вӑтамран 40 центнер тухса пырать. Кӗр тыррисем ытти ҫулхисенчен лайӑхрах та ҫитӗнчӗҫ», — каласа парать колхозӑн тӗп агрономӗ Т.Л.Мартынова.
Хуҫалӑхра кӑҫал та 100 гектартан кая мар кӗр тыррисем акса хӑварасшӑн. Вӑрлӑх та, удобренисем те хатӗрлесе ҫитернӗ.
«Августа кӗтӗмӗр те колхозра ӗҫ капланса пырать. Ҫитӗнтернӗ тырпула та пуҫтарса илмелле, улӑмне те пухмалла, сухаламалла та, выльӑх апачӗ те хатӗрлемелле, кӗр тыррисем акма та вӑхӑт ҫывхарать. Ҫав вӑхӑтрах фермӑсенче те юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Хуҫалӑхри пултаруллӑ ӗҫченсем тӑрӑшнипе мӗн палӑртнине вӑхӑтра туса пыма тӑрӑшатпӑр», — тет колхоз председателӗ А.Н.Зайцев.
Колхозра вырма малалла пырать. Комбайнсем патӗнчен автомашинӑсем рейс хыҫҫӑн рейс тӑваҫҫӗ, пӳлмесене тырӑпа тултараҫҫӗ.
Юрий Гаврилов.

