«Слава картофелю» агрофирма республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫей шайӗнче те апат-ҫимӗҫлӗх тата вӑрлӑхлӑх ҫӗрулми туса илес енӗпе палӑрнӑ. Ҫакна кунта июлӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ «Уй-хир кунне» уҫнӑ май сӑмах илсе калаҫакансем уйрӑммӑн палӑртрӗҫ. Мероприятие хамӑр республикӑри ҫӗрулми енӗпе ӗҫлекен предприятисемпе уйрӑм ҫынсем анчах мар, Раҫҫейри вунна яхӑн регионтан та представительсем хутшӑнни кунти ӗҫ-хӗл, опыт интереслентернине пӗлтерет.
Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Л.М. Балтаев, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, «Сингента» ОООн регионти центрӗн маркетинг енӗпе ӗҫлекен директорӗ Д.Ю.Попов пуҫтарӑннисене агрофирмӑри паха енсемпе паллашма, хӑйсен ӗҫӗсенче усӑ курма май паракан лайӑх енсене курма ӑнӑҫусем сунчӗҫ. «Слава картофелю» агрофирма генеральнӑй директорӗ Х.С.Идиатуллин кӗскен предприяти ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ. Ӗҫ тӑвакан директор Р.Х.Идиатуллин пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлекен фирмӑсемпе организацисен специалисчӗсемпе паллаштарчӗ. Ӳсен-тӑрана акнипе, лартнипе анчах мар, ӑна пысӑк тухӑҫпа савӑнтартӑр тесен тӗрӗс пӑхса ҫитӗнтермелле. Ку енӗпе агрофирма нумай ҫул ӗнтӗ «Сингента» ОООпа пӗрле ӗҫлет. «Уй-хир кунне» те унпа пӗрле ирттерчӗҫ.
Малтанах хӑнасем уй-хирте усӑ куракан ял хуҫалӑх техникипе паллашрӗҫ. Агрофирма вӗсене ҫулсеренех ҫӗнетсе пырать. Хальхи вӑхӑтра пирӗн пурнӑҫа цифра технологийӗ вӑйлӑран та вӑйлӑрах кӗрсе пырать. АСК та вӑхӑт таппинчен юлмасть. Кунта та хирсенче ӗҫсене пурнӑҫланӑ май дронсемпе (вӗҫев аппарачӗсемпе), автопилотпа тата ытти енсемпе туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак енӗпе пулӑшса пыракан фирмӑсен представителӗсем пуҫтарӑннисене ҫӗршывра ял хуҫалӑх отраслӗнче усӑ куракан техникӑпа паллаштарчӗҫ.
«Слава картофелю» агрофирма ятне пӑхсан ҫӗрулмипе анчах ӗҫлекен хуҫалӑх темелле. Анчах та агротехника пусӑ ҫаврӑнӑшне тытса пыма хистет. Ҫавӑнпа та кунта «иккӗмӗш ҫӑкӑрсӑр» пуҫне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем те ҫитӗнтереҫҫӗ, сидератлӑ курӑксемпе те анлӑ усӑ кураҫҫӗ. «Слава картофелю» компани «АСК-Комсомольское», «АСК-Канаш», «АСК-Яльчики» тата «Комсомольские овощи» предприятисене пӗрлештерсе тӑрать. 2001 ҫулта 27 гектар ҫӗр ҫинче ӗҫлеме пуҫланӑскер паянхи кун 5 пин гектар лаптӑкпа усӑ курать. Вӗсенчен 700 гектар ытла — ҫӗрулми.
«Уй-хир кунне» хутшӑнакансем малтанах Йӑлмахва ялӗнче вырнаҫнӑ теплицӑна ҫитсе курчӗҫ. Кунта пробиркӑсенче ҫитӗнтернӗ ҫӗрулми калчисене ятарлӑ савӑтсем ҫине лартса вӑрлӑхлӑх ҫӗрулми туса илеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра кунта пӗрремӗш тапхӑрпа лартнӑ вӑрлӑха пуҫтарса илнӗччӗ. Март уйӑхӗнче куҫарса лартнӑскерсем аванах ӳссе ҫитӗннӗ. Халӗ иккӗмӗш тапхӑр валли хатӗрленетчӗҫ. Пӗр вӑхӑтра кунта тымарҫимӗҫе 24 пин савӑт ҫинче ҫитӗнтереҫҫӗ. Теплицӑри микроклимата тытса пыма технологие йӑлтах автоматизациленӗ. Кунти ӗҫсем пирки теплица заведующийӗ В.М.Данилов тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ. Теплицӑра ҫитӗнтернӗ вӑрлӑха та курчӗҫ.
Ҫӗрулмие кирек хӑш ӳсен-тӑран пекех чир-чӗр нумай сиен кӳрет. Парша, нематода тата ытти чирсем пирки Мускавран килнӗ специалистсем каласа пачӗҫ, вӗсене мӗнле тупса палӑртмаллине ӑнлантарчӗҫ.
Малалла ҫул агрофирмӑн Елчӗк округӗнчи ҫӗрӗсем еннелле выртрӗ. Хирти Пинер ялӗ ҫывӑхӗнче вӑрлӑхлӑх туса илекен «иккӗмӗш ҫӑкӑр» уйӗсем вырнаҫнӑ. Хирсем парка, шап-шурӑ ҫеҫкере. Пуҫтарӑннисем ҫӗрулмин «гала», «краса мещеры», «самба» сорчӗсемпе курса паллашрӗҫ. Вӗсене ҫитӗнтермелли технологи, усӑ курнӑ меслетсем, препаратсем ҫинчен «Сингента», «Агроноут», «Cropwise» компанисен представителӗсем каласа пачӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.
Пирӗн округри Хирти Сӗнтӗр ялӗ патӗнчи апатлӑх, сутлӑх ҫӗрулми уйӗсем те куҫа тыткӑнлаҫҫӗ. Тикӗс, таса ешӗл уйсене пуҫтарӑннисем кӑмӑлтан пӑхрӗҫ. Кунта селекционерсем ҫӗрулмин ҫӗнӗ йышши «балтик роуз», «пароли», «аксения», «миа», «руби», «6-47-2», «блоссом», «сальса» сорчӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Вӗсене «Слава картофелю» агрофирма тӗрӗслесе пӑхма лартнӑ. «Тӗспе тутӑн туссем ҫук», теҫҫӗ те, кама мӗн кӑмӑла каять. Ҫӗрулми туса илекенсем валли суйласа илмелли сортсем чылай пулчӗҫ. Вӗсен пахалӑхӗ, туса илмелли агротехники ҫинчен пӗлни, ҫӗрулми авӑрӗсене курни пуҫтарӑннисене малашне вӑл е ку сортсемпе ӗҫлес тӗлӗшпе тӗрӗс утӑм тума пулӑшӗ.
«Уй-хиртен пысӑк тухӑҫ илесси ӗҫлекенсен тӑрӑшулӑ- хӗнчен, агротехникӑна пӑхӑннинчен ҫеҫ мар, ҫанталӑк условийӗсенчен те килет. Ҫавӑнпа та шӑрӑх ҫанталӑкра ӳсентӑрана валли кирлӗ нӳрӗк пултӑр тесен шӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Пирӗн республика ку енӗпе ял хуҫалӑхне хӑйӗн тӳпине хывма тӑрӑшать. Шӑварассине ӗҫе кӗртекенсене пулӑшать. Эпир ҫакӑнпа усӑ курса ҫӗрулмин, пахча-ҫимӗҫӗн лаптӑкне шӑварса тӑрассине йӗркелерӗмӗр. Ҫак тӗллевпе оборудовани туяннипе пӗрлех пӗвесене йӗркене кӗртес енӗпе те ӗҫлерӗмӗр», — палӑртрӗ Х.С.Идиатуллин.
«Слава картофелю» агрофирма тата «Сингента» ООО мероприятие ҫӳллӗ шайра ирттерес тесе чылай тӑрӑшни палӑрчӗ. Хӑнасене Аслӑ Чурачӑкри «Тевет» ача-пӑча фольклор ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗ, Комсомольскинчи «Каҫал» халӑх фольклор ушкӑнӗ чӑваш халӑх тумӗпе хаваслӑ юрӑсемпе ӑсатса ячӗ. Уй-хир курма килнисене автобуссемпе илсе ҫӳрерӗҫ, пур ҫӗрте те специалистсем кӗтсе илсе хӑйсен ӗҫӗсемпе тӗплӗн паллаштарчӗҫ.
Юрий Гаврилов.

