Вторник, 13 октября

Вӗсен ӗҫӗ йывӑр та яваплӑ

Вӗсен ӗҫӗ йывӑр та яваплӑ

РФ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем нумаях пулмасть професси уявне паллӑ турӗҫ. Вӗсем кашни кун саккунсӑрлӑхпа кӗрешеҫҫӗ, пӗтӗм йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр служба тивӗҫне шанчӑклӑн пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсен ӗҫӗ хӑрушӑ та, йывӑр та, питӗ яваплӑ та. Следовательте хӑюллисемпе ҫирӗп кӑмӑллисем ҫеҫ ӗҫлееҫҫӗ. Патӑрьелӗнчи районсем хушшинчи следстви уйрӑмӗн ертӳҫи Н.П. Яковлев хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, следстви ӗҫӗн уйрӑмлӑхӗсене уҫса пачӗ.

— Николай Петрович, ахаль ҫынсен пурнӑҫӗнче следстви комитечӗ мӗнле вырӑн йышӑнать?

— Раҫҫей Следстви комитетне 2011 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче туса хунӑ. Унӑн ӗҫӗсене Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче пурнӑҫласа пыма Патӑрьелӗнчи районсем хушшинчи следстви уйрӑмне йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра унӑн штатӗнче 6 ҫын шутланать: эпӗ — уйрӑм ертӳҫи, манӑн заместитель И.Р.Гиннетуллин, уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене тӗпчекен следователь Б.Ф.Пукачов, аслӑ следователь О.Ю.Фролова, следователь Е.П.Ядрицов, следователь пулӑшуҫи Т.И.Прыгунова.

Пирӗн ӗҫӗн тӗп енӗсенчен пӗри — уголовлӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ чухне граждансен конституцилле прависене хӳтӗлесси, уголовлӑ майпа явап тыттарнӑ чухне саккунлӑха тивӗҫтересси. Ҫакӑ уголовлӑ ӗҫсене пӑхса тухнӑ чухне граждансен прависене пӑсни час-часах тӗл пулнипе ҫыхӑннӑ.

Саккунлӑха тишкерсе эпир следователӗн, следстви органӗн ертӳҫин ӗҫне хак паратпӑр. Енчен те уголовлӑ ӗҫсене тӗпченӗ чухне йӑнӑшсем ярсан, саккунсене пӑссан ҫынсене саккуна хирӗҫ мелпе явап тыттарма, ҫынсен ятне яма, тӗрлӗ енлӗ сиен кӳме пулать.

— Следстви органӗсен ӗҫӗн тӗп енӗсем ҫинчен каласа парӑр-ха. Полицинчи тата Следстви комитетӗнчи следстви уйрӑмӗсем мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ?

— РФ Следстви комитечӗн следстви органӗсем уголовлӑ ӗҫсене хӑвӑрт тата пахалӑхлӑ тӗпчессине, преступлени ҫинчен пӗлтерсен саккунлӑ майпа йышӑнусем тӑвассине тивӗҫтереҫҫӗ. Полицинчи тата Следстви комитетӗнчи следовательсем тӗрлӗрен категорисене кӗрекен уголовлӑ ӗҫсене тӗпченипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Обществӑшӑн чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ преступленисене Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем тӗпчеҫҫӗ, ыттисене вара — полици следователӗсем. Чи хӑрушӑ преступленисене, сӑмахран, ҫын вӗлернине, ҫынна вӑрланине е ирӗкрен хӑтарнине, ҫынсемпе суту-илӳ тунине, арлӑх енӗпе ирӗксӗрлесе тунӑ преступленисене, ӗҫ укҫи тӳлеменнине, ӗҫ сыхлавӗн правилисене пӑснине, коррупци сӗмӗллӗ преступленисене (пурӗ РФ Уголовлӑ Кодексӗн 140 ытла статйи) пирӗн ҫеҫ тӗпчеме ирӗк пур. Ҫавӑн пекех «спецсубъектсемпе», тӗслӗхрен, полици сотрудникӗсемпе, прокурорсемпе, судьясемпе, депутатсемпе ҫыхӑннӑ уголовлӑ ӗҫсене те РФ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсем тишкереҫҫӗ.

— Николай Петрович, халӑха чи вӑйлӑ хумхантарнӑ ӗҫсем ҫинчен каласа парӑр-ха…

— Кӑҫал Патӑрьелӗнчи районсем хушшинчи следстви уйрӑмӗ пурӗ 26 уголовлӑ ӗҫе тӗпченӗ. Профилактика ӗҫне пурнӑҫлакансем тӑрӑшса ӗҫленине кура пулӗ пире шанса панӑ территорире ҫак тапхӑрта ҫын вӗлернӗ тӗслӗхсем пулман. Эпир должноҫпе ҫыхӑннӑ тата коррупци сӗмӗллӗ преступленисене уҫса парассине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Ҫапла коррупципе ҫыхӑннӑ 10 уголовлӑ ӗҫе пӑхса тухрӑмӑр. Вӗсенчен чылайӑшӗ Патӑрьелӗнчи выльӑх чирӗсемпе кӗрешекен станцин ветеринари врачӗсем выльӑх пусса аш-какай тӑвакан предпринимательсенчен взятка илнипе тата служба енӗпе ултав тунипе ҫыхӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла: эпир ветеринари врачӗсене ҫеҫ мар, вӗсене взятка паракансене те уголовлӑ майпа явап тыттарма пултартӑмӑр. Унсӑр пуҫне Патӑрьел округӗнчи пӗр шкулӑн директорне те явап тыттартӑмӑр. Вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракан пӗр учительницӑна уйӑхсерен «премисем» парса ҫав укҫана унран хӑйне валли илсе тӑнӑ. Пирӗн следстви уйрӑмӗ право сыхлавӗн ытти органӗсемпе пӗрле малашне те коррупципе кӗрешессине, айӑплисене саккунлӑ майпа явап тыттарассине мала хурӗ. Ҫапла майпа коррупцилле схемӑсене хутшӑнса патшалӑх, муниципалитет тата коммерци структурисен ятне яракан чиновниксене тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑпӑр.

Пирӗн ӗҫри тепӗр пӗлтерӗшлӗ ен — ҫул ҫитменнисене хирӗҫ тата ҫул ҫитменнисем тунӑ преступленисене тӗпчесси. Кӑҫал ачасемпе ҫыхӑннӑ 3 уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. 2 тӗслӗхре ашшӗ-            амӑшӗ ачисене воспитани парас тивӗҫӗсене кирлӗ пек пурнӑҫламан, вӗсене хӗненӗ те.

Ҫавӑн пекех пирӗн следовательсем пӑхса тухнӑ ӗҫсем хушшинче миграци саккунӗсене пӑснипе, наркотикле япаласене саккуна хирӗҫ сарнипе, азартлӑ вӑйӑсем выляссине йӗркеленипе, нацизма реабилитацилекен преступленисем тунипе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсем тата ыттисем те.

Пӗтӗмлетсе каласан, следствин канмалли кунсем ҫук. Ӗҫ нумай, кашни тӗслӗхе хӑвӑрт тата тӗплӗн тӗпчемелле. Преступленисене тишкерсе уҫса панӑ чухне эпир, паллах, право сыхлавӗн ытти органӗсемпе те хутшӑнатпӑр. Вӗсен пулӑшӑвӗ питӗ пӗлтерӗшлӗ.

— Тавтапуҫ калаҫушӑн. Сире малашне те ӗҫре ӑнӑҫу, шаннӑ тивӗҫсене ҫӳллӗ шайра пурнӑҫласа пыма ҫирӗп вӑй-хал сунатпӑр.

Наталья КАЛАШНИКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *