СВОна хутшӑнса ҫӗршывӑн чысне хӳтӗлекен ентешсене пулӑшу кӳресси — пирӗн тивӗҫ. Ҫак кунсенче Александровка ялӗнче пурӑнакан Ришат Ахметов йӗркелесе пынипе округран черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ.
Пӗрлӗхре — вӑй, тетпӗр. Вӑхӑтра алӑ тӑсса пани темле йывӑр ӗҫре те пулӑшать. Александровка ялӗнче пурӑнакансем те пулӑшу кирлӗ чухне айккинче тӑрса юлман, СВОри ентешсем ыйтнине тӗпе хурса грузовике пиломатериалсем тиесе ҫийӗнчех салтаксем патне ӑсатнӑ.
«Пирӗн хӑрушсӑрлӑхпа лӑпкӑлӑхшӑн алла пӑшал тытнӑ ентешсене май пулнӑ таран пулӑшмаллах. Эпир яланах вӗсемпе пӗрле пулнине туйса тӑни вӗсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ», — теҫҫӗ ял ҫыннисем.

