Ҫак кунсенче Тӗвенеш ялӗнче пурӑнакан Илья Ильич Волков 90 ҫул тултарнӑ. Ҫак ятпа ӑна Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Н.В.Голландцева чӗререн саламланӑ, округ пуҫлӑхӗн Н.Н.Раськинӑн саламне тата хаклӑ парнине ҫитерсе панӑ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем юбиляра савӑк юрӑ-кӗвӗ парнеленӗ. Кӳршисемпе ҫывӑх ҫыннисем те ӑна сывлӑх, пурнӑҫра хавхалану суннӑ.
Илья Ильичӑн ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн йывӑр ҫулӗсене тата ун хыҫҫӑнхи кӑткӑс вӑхӑтсене лекнӗ. Мӗн ачаранах ӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ӳснӗскер ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван колхозра тӑрӑшнӑ. «Гигант» колхозри пултаруллӑ та хастар ҫынсенчен пӗри пулнӑ. Кирек ӑҫта пулсан та шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑ.
1990 ҫулччен лаша ял ҫыннишӗн тӗп ӗҫ выльӑхӗ пулнӑ. Унпа суха ӗҫӗсем тунӑ, утӑ-улӑм турттарнӑ, вӑрмана та унпах ҫӳренӗ. Колхоз лашасем чылай тытнӑ. Вӗсене ӗҫлеттерме нумай ут хатӗрӗ кирлӗ пулнӑ. Йӗвен, хӑмӑт, йӗнерчӗк тата ытти лаша кӳлмелли япаласем те ӗҫре татӑлнӑ, хуҫӑлнӑ, ҫӗмрӗлнӗ. Хуҫалӑхра вӗсене юсакан ҫын та кирлӗ пулнӑ. Колхоз правленийӗ И.Волкова шорникре ӗҫлеме ыйтсан вӑл хирӗҫлемен. Ара, мӗн пӗчӗкрен ут таврашӗнче ӳснӗ те, ку ӗҫ уншӑн ют мар.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 60—70-мӗш ҫулӗсенче ача-пӑча лаша витисем патӗнчен татӑлман. Ут утланма черетленсе тӑнӑ. Илья Волков вӗсене лашасене кӳлме, тыткалама вӗрентнипе пӗрлех кӳлмелли хатӗр-хӗтӗре те юсама хӑнӑхтарнӑ. Хӑйӗн ӗҫне тирпейлӗ туса пынипе вӑл конюхсенчен те, ял ҫыннисенчен те тав сӑмахӗ пӗрре мар илтнӗ, колхоз правленийӗ ӑна парнесем те парса чысланӑ.
Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та вӑл ахаль ларман. Паянхи кун та ҫулне кура мар вӑл хӑйне ҫирӗп тытать. Кӗҫӗнрех юлташӗсемпе тӗл пулсан иртнӗ вӑхӑтсене аса илсе калаҫать. Малашне те ун сывлӑхӗ ан хавшатӑр, кашни кун савӑнӑҫ ҫеҫ илсе килтӗр.
Юрий Михайлов.

