Вторник, 13 октября

Тырӑ выраҫҫӗ, вылӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Тырӑ выраҫҫӗ, вылӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче хӗрӳ вӑхӑт вырма пуҫланчӗ. Хуҫалӑхсем кӗр тыррисене вырса ҫапаҫҫӗ, йӗтемсем ҫинче тасатса пӳлмесене хываҫҫӗ.

Июлӗн 24-мӗшӗ тӗлне округри 7 ял хуҫалӑх предприятийӗн комбайнӗсем кӗрхи тулӑ пуҫтарма хирсене тухнӑ. Пурӗ 495 гектар ҫинчен тырпула пуҫтарса кӗртнӗ. Хальлӗхе вӑтам тухӑҫ кашни гектар пуҫне 38,4 центнерпа танлашать.

Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсенче выльӑх апачӗ хатӗрлесси малалла пырать. Округри ял хуҫалӑх  предприятийӗсем 7414 тонна утӑ янтӑланӑ. Ҫак паха апат «Восток» ЯХПКра 861 тонна, «Асаново»   ЯХПКра  650 тонна, «Урожай» колхозра 440 тонна пур.

Сенаж хывасси те хӗрӳ пырать. Ӑна округӗпе 19452 тонна хунӑ. Ку енӗпе «Урожай» тата «Искра» колхозсем, «Слава», «Восток», «Труд», «Рассвет» ЯХПКсем ӳсӗмлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсенче 2000 тонна ытла сенаж хатӗрлеме те ӗлкӗрнӗ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *