Иртнӗ эрнере Шупашкарта хамӑр республикӑра туса кӑларакан продукципе суту-илӳ тӑвакан «Пехет» агромаркет ӗҫлеме пуҫланӑ.
Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ ҫӗре Раҫҫей ял хуҫалӑх министрӗ Оксана Лут, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Сергей Артамонов премьер-министр тата ытти хаклӑ хӑнасем хутшӑннӑ. «Пехет» сӑмаха вырӑсла куҫарсан «изобилие», «достаток» тенине пӗлтерет. 4 пин тӑваткал ытла лаптӑкра вырнаҫнӑ агромаркетра малтанхи кунах 50 ытла фермер хӑйсем ҫитӗнтернӗ продукцине тавар туянакансене сӗннӗ. Кунта вырӑнти тавар туса кӑларакансен нумай-нумай продукцийӗпе суту-илӳ тӑваҫҫӗ. Аш-какай, сӗт, сыр, пыл, пахча-ҫимӗҫ, улма-ҫырла, пулӑ, ҫӑкӑр-булка изделийӗсем, кондитерсен апат-ҫимӗҫӗ… Ҫавӑн пекех наци уйрӑмлӑхне палӑртакан тумтир, ал ӗҫ ӑстисем хатӗрленӗ сувенирсем тата ытти хамӑр тӑрӑхра туса илнӗ, кӑларнӑ таварсене туянма май пур.
«Пехет» агромаркета ҫитес текенсен 5-мӗш, 13-мӗш автобуссемпе, 21-мӗш троллейбуспа кайса «Каскад» ТРЦ патӗнчи чарӑнура анмалла. Ирхине 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 21 сехетччен тӗрлӗ тавар сӗнеҫҫӗ.
Асӑннӑ агромаркет уҫӑлни республикӑра тавар туса илекенсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Унта вӗсем тавар туянакансене хӑйсен пахалӑхлӑ продукцийӗпе тивӗҫтерме пултараҫҫӗ.
«Пехет» агромаркета уҫнӑ ҫӗре пирӗн округӑн делегацийӗ те хутшӑннӑ. Комсомольски райповӗ тата «Кооператор», «Хлебозавод» ОООсем хӑйсен продукцийӗсене халӑха сӗннӗ. «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ сцена ҫине тухса савӑк юрӑ-кӗвӗ шӑрантарнӑ. Малашне унти суту-илӳ ӗҫне округри фермерсемпе уйрӑм предпринимательсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсем, продукцие тирпейлекен ытти формӑллӑ хуҫалӑхсем те хутшӑнасса шанма пулать.
(ХАМӐР ИНФ.).

