Июлӗн 17-мӗшӗнче республикӑри агропромышленноҫ комплексӗн округри ветерансен Канашӗн членӗсем Ҫӗнӗ Кипеҫри «Изамбаевский» сӗт-ҫу заводӗнче пултӑмӑр. Тӗл пулӑва округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин хутшӑнчӗ.
Ветерансем ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен сӗт-ҫу завочӗн ӗҫ-хӗлӗпе кӑсӑкланса паллашрӗҫ. Завода 26 ҫул Вадим Сергеевич Агамирян ертсе пырать. Ҫак вӑхӑтра вӑл коллективра ҫеҫ мар, район, республика шайӗнче хисеп ҫӗнсе илнӗ. Унпа пӗрлех унӑн пуҫарӑвӗпе вун-вун тӗслӗ сыр туянакан патне ҫитнӗ. Коллективра тӑрӑшуллӑ та маттур ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. «Изамбаевский» сӗт-ҫу завочӗ паха сырӗсене «Пятерочка» суту-илӳ магазинӗсенче сутаҫҫӗ. Ахальтен мар сӗт-ҫу завочӗ магазина хӑйӗн продукцине сӗнекен Раҫҫейри чи лайӑх виҫӗ предприятисен йышне кӗнӗ.
Ҫавӑн пекех, палӑртса хӑвармалла, паянхи куна заводра суткана 50 кубла метр тасатакан сооружение хута ярас ӗҫ пырать. Ветерансемшӗн курмалли, пӗлмелли нумай пулчӗ заводра.
Ӗҫлӗ тӗл пулура сӳтсе явмалли те чылай пулчӗ. Николай Никандрович, тӗл пулӑва хутшӑннӑ май, 2025 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта округӑн социаллӑ-экономика аталанӑвӗпе паллаштарчӗ, пурнӑҫланӑ ӗҫсем тата умма лартнӑ тӗллевсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Сентябрь уйӑхӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ иртни пирки каласа хӑварчӗ.
Ветерансен округри уйрӑмӗн председателӗ И.Х.Миннетуллин пурнӑҫланӑ ӗҫ планӗпе паллаштарчӗ. К.С.Мифтахутдинов, Г.Ф.Волков, Г.М.Киргизов, Г.Г.Апраков, П.В.Лапшин, Г.Е. Длинов, Н.С.Минуллин, Г.И.Гончаров, Е.А.Карпеева, Г.С.Мифтахутдинов ветерансем тухса калаҫрӗҫ, сӗт-ҫу завочӗ пурнӑҫ уттипе тан пынине палӑртса хӑварчӗҫ, малашне те ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме сунчӗҫ. «Изамбаевский» завод сырӗсем тутлӑ, паха», — тесе палӑртрӗҫ.
Пӗрле тӗл пулнӑ май З.М.Григорьевӑна юбилей ячӗпе саламласа Тав хучӗ парса чысларӗҫ.
Ҫӗнӗ Кипеҫри сӗт-ҫу завочӗ хатӗрлекен «Изамбаевский» сыр «Контрольная закупка» передачӑра 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Илдус Миннетуллин.

