1977 ҫулхи март уйӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Россельхозтехника» пӗрлешӗвӗн приказӗпе килӗшӳллӗн районти «Сельхозтехника» бази ҫумӗнче колхозсемпе совхозсене агрохими тӗлӗшпе пулӑшакан уйрӑм йӗркеленӗ. 1980 ҫулхи январӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа ӑна Комсомольски районӗнчи «Сельхозхими» пӗрлешӗвӗ теме пуҫланӑ.
Унтанпа чылай вӑхӑт иртнӗ. Организаци ячӗ те, ӑна ертсе пыракансем те, кунта ӗҫлекенсем те улшӑнсах пынӑ. Ӗҫ вӗресе ҫеҫ тӑнӑ, унта автобаза, трактор паркӗ пулнӑ. Коллектив ӗҫре ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм тунӑ. Организаци колхозсемпе совхозсене агрохими тӗлӗшпе тивӗҫлӗ пулӑшу панӑшӑн 1981—1982 ҫулсенче (икӗ ҫул умлӑ-хыҫлӑ) Раҫҫей шайӗнчи куҫса ҫӳрекен Хӗрлӗ ялава илме пултарнӑ.
Ҫитӗнӳсен ҫӑлкуҫӗ — ҫынсенче, ертсе пыракансенче, вӗсем пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленинче. Ҫакна пурте питӗ аван ӑнланнӑ. Кунта тӑрӑшакан вуншар ҫын ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн орденсемпе медальсем ҫӗнсе илме пултарнӑ. Николай Смирнов, Владимир Никитин водительсем икӗ ҫул умлӑ-хыҫлӑ Чӑваш Республикин Верховнӑй Совечӗн Х—ХI созывӗсен депутачӗсем пулма пултарнӑ. Пуҫаруллӑ та пултаруллӑскерсем ӗҫ коллективне ӳсӗмсем тума нумай пулӑшнӑ. Водительсемпе механизаторсене, рабочисене хваттерсемпе, ача сачӗсемпе тивӗҫтерес ҫӗрте вӗсен тӳпи те пур. Коллектив районта тата республикӑра ирттерекен обществӑлла мероприятисене те активлӑ хутшӑннӑ.
Сӑмах май каласан, Комсомольскинче тӗпленнӗ Николай Витальевич Смирнов «Сельхозхими» пӗрлешӗвӗнче чылай ҫул водитель, автобаза начальникӗ, тӗп инженер пулса ӗҫленӗ. Шел пулин те, хальхи вӑхӑтра унччен ӗҫ шавӗ кӗрлесе тӑнӑ организаци ҫук ӗнтӗ. Вӗсен вырӑнне ҫӗнӗ предприятисем йышӑннӑ. Ҫамрӑклӑхне, яш ӗмӗрне кунта ирттернисем иртнӗ вӑхӑтшӑн питӗ тунсӑхлаҫҫӗ, пӗрле ӗҫленисемпе курса калаҫас килет. Вӗсем кун пирки Николай Витальевичпа темиҫе хут та калаҫнӑ. Пӗрле ӗҫленӗ Николаевсем, Ильинсем, Кӗҫӗн Каҫалти Владимир Краснов та тӗлпулу пиркиех сӑмахланӑ.
Николай Смирнов пуҫарнипе, тӑрӑшнипе шырав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Вӑл хӑй те архивсемпе музейсенче кирлӗ материал шыранӑ. Ҫак ӗҫре ӑна мӑшӑрӗ, ачисем, пӗлӗшӗсем те пулӑшнӑ. Майӗпен-майӗпен кирлӗ ҫынсен адресӗсем те тупӑннӑ. Андрей Лукин, Петр Павлов, Минзаит Камальтдинов тата ыттисем те видео валли нумай сӑн ӳкерчӗк тупса панӑ. Шел пулин те вӗсенчен чылайӑшӗ халь пирӗн хушӑра ҫук ӗнтӗ.
Тӗлпулӑва 30 ыта ӗҫ ветеранӗ килчӗ. Кашниех чи ҫывӑх тӑванне курнӑ пек савӑнчӗ, пӗр-пӗрне алӑ тытаҫҫӗ, ыталаҫҫӗ. Малтанах ветерансем районти паркра пухӑнчӗҫ, унтан «Пиццерия» кафере калаҫса ларчӗҫ. Кунта «Сельхозхими» пӗрлешӗве уҫнӑ, коллектива ертсе пынӑ Анатолий Шипатов та Шупашкартан килнӗ. Вӑл унчченхи йывӑрлӑхсемпе ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Александра Калашникова бухгалтер, Василий Лисин водитель-наставник, Николай Демин, кадрсен пайӗнче ӗҫленӗ Светлана Ильина тата ыттисем те тухса калаҫрӗҫ, иртнӗ вӑхӑта ӑшшӑн аса илчӗҫ.
Тӗлпулура видео та курчӗҫ. Кунта ветерансем хӑйсен ҫамрӑклӑхне, ӗҫленӗ вӑхӑта интересленсе пӑхрӗҫ. Чи хисеплӗ ветерансене парнесем парса чысларӗҫ.
Галина Самарина, Валентина Николаева, Галина Симендеева, Светлана Ильина уҫӑ та янӑравлӑ сассисемпе юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗҫ, пурне те ырӑ кӑмӑл парнелерӗҫ.
Ҫак мероприятие Николай Смирнов питӗ лайӑх йӗркелесе ертсе пычӗ.
Пӗртӑвансем — Минсихат тата Рамис Хайртдиновсем спонсор пулӑшӑвӗ парса пулӑшрӗҫ. Ҫакӑншӑн ветерансем вӗсене чун-чӗререн тав тӑваҫҫӗ.
Зинаида СОЛОВЬЕВА.

