Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче маскировка сетки ҫыхас еӑнӗпе яланах тӑрӑшуллӑ ӗҫленӗ, ӗҫлеҫҫӗ те. Ку тӑрӑхра пурӑнакансем ҫуллахи куна пӑхмасӑрах сетка ҫыхас ӗҫе малалла тӑсаҫҫӗ.
Ачасем те, ҫамрӑксем те, аслӑрах ҫулхисем те маттур ҫак ӗҫре. Пӗр эрнере кунти хастар ҫынсем 7 сетка хатӗрлеме пултарнӑ. Вӗсем салтаксене ҫав тери кирлине лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӗсенчен иккӗшне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем патне ярса пама та ӗлкӗрнӗ. Унсӑр пуҫне ял территорийӗнче пурӑнакансем салтаксене час-часах посылкӑсем ярса параҫҫӗ. Мӗн май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Кашниех Ҫӗнтерӗве ҫывхартас теҫҫӗ. Пӗрле тӑрӑшса ӗҫленине нимӗн те ҫитмест.
(ХАМӐР ИНФ.).

