Йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакансем ҫынсен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, саккуна пӑсассинчен асӑрхаттарас, обществӑри йӗркене сыхлас, преступленисене уҫса парас енӗпе куллен ӗҫлеҫҫӗ. Нумаях пулмасть шалти ӗҫсен муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмра тӑрӑшакансем кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулти ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ.
Мероприятире пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ тапхӑрта Елчӗк тата Комсомольски округӗсенче регистрациленӗ преступленисен шучӗ пӗлтӗрхипе танлаштарсан 4,7 процент чакнӑ. Преступленисене уҫса парасси 70,6 процентпа танлашнӑ. Чылай тӗслӗх хӗненипе, вӗлерессипе хӑратнипе, вӑрланипе, улталанипе ҫыхӑннӑ, йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступленисем асӑннӑ тапхӑрта пулман.
Банк карттисене, телефонсене тата «Интернет» сетьне усӑ курса улталанӑ тӗслӗхсен шучӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта пӗлтӗрхинчен нумайрах. Суйса банк картти ҫинчен укҫа вӑрласси 400 процент таран ӳснӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех граждансем ют ҫынсене шаннипе ҫыхӑннӑ.
Наркотиксемпе усӑ куракансен тӗлӗшпе 18 преступлени шута илнӗ. Пӗлтӗр ҫак вӑхӑтра 16 преступлени пулнӑ. Обществӑлла вырӑнта тӑвакан преступленисен йышӗ 52,9 процент чакнине палӑртма кӑмӑллӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑрӑва тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ, ҫур ҫулта вӗсем руль умне ӳсӗрле ларнӑ 37 водителе тупса палӑртнӑ, йӗркене пӑсакансене явап тыттарнӑ.
Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх ҫакӑ паллӑ: ӗҫ кӑтартӑвӗсемпе муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑм республикӑра япӑх мар ӗҫлени паллӑ. Ҫакӑ ӗҫченсем хӑйсен тивӗҫӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа, туллин пурнӑҫлама тӑрӑшнине, пысӑк яваплӑха туйса ӗҫленине ҫирӗплетет. Шел пулин те, йӗрке хуралҫисем ҫитменни те чӑрмав кӑларса тӑратать. Алевтина Антонова

