Комсомольскинчи почта уйрӑмне чылайранпа Маргарита Анатольевна Индюкова ертсе пырать. Кунта тӑрӑшуллӑ ӗҫченсем вӑй хураҫҫӗ. Альбина Иванова, Эльвира Кувшинова, Людмила Тихонова, Татьяна Павлова, Роза Такмакова, Ирина Терентьева, Фериде Тимергалеева, Алевтина Андреева Комсомольски, Эткер, Кӗҫӗн Каҫал, Виҫпӳрт, Ҫӗнӗ Шӑхран, Киров, Дубовка ялӗсенче пурӑнакансем хаҫат-журналсене, ҫырусене вӑхӑтра илсе тӑччӑр тесе ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.
1994 ҫултан пуҫласа июль уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче Раҫҫей почтин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Кӑҫал вӑл июлӗн 13-мӗшне лекет.
Мӗн ӗлӗкренех почта обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Вӑл аякра вырнаҫнӑ ялсемпе хуласем хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелеме пулӑшнӑ. Малтанхи вӑхӑтсенче пӗр-пӗр хыпара кирлӗ ҫӗре ҫитерме юланутсемпе, каярахпа лашасем кӳлсе ятарлӑ тӑрантассемпе, кӳмесемпе усӑ курнӑ. Техника ӗмӗрӗ пуҫлансан ҫырусемпе посылкӑсене автомашинӑпа, пуйӑспа, самолетсемпе илсе ҫитернӗ. Кирек хӑш вӑхӑтра пурӑнакансемшӗн те почта пӗр-пӗринпе ҫыхӑнмалли мел пулнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче фронтран килекен-каякан виҫкӗтеслӗ ҫырусене те почтальонсем кирлӗ ҫӗре ҫитернӗ.
Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче вара почтӑпа ҫыхӑнман пӗр ҫын та пулман пулӗ. Пирӗн тӑрӑхри ялсенче пурӑнакансем те унӑн пулӑшӑвӗпе анлӑн усӑ курнӑ. Кашни килех тенӗ пекех хаҫат-журнал ҫырӑнса илнӗ. 10 е ытларах издани ҫырӑнакансем те сахал мар пулнӑ. Аякра пурӑнакан тӑванӗсемпе те ытларах ҫырусем урлӑ «калаҫнӑ». Почта уйрӑмне купи-купипе конвертлӑ ҫыру килнӗ. Вӑл вӑхӑтра посылкӑсем яракан та, посылторг урлӑ тӗрлӗ таварсем ҫырӑнса илекенсем те чылайӑн пулнӑ. Почтальонсен сумкисем чӑннипех те тулли пулнӑ. Чӑвашла тухса тӑракан «Хатӗр пул», «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Капкӑн», «Капкӑн библиотеки» килнӗ вӑхӑтсенче вӗсем почтальонсен сумкисене те вырнаҫайман.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсем хыҫҫӑн хаҫат-журнал ҫырӑнакансен йышӗ палӑрмаллах чакрӗ. ИТ-технологи пурнӑҫа кӗрсе пынӑҫемӗн ҫырусем ҫырма пӑрахрӑмӑр. Кӗсье телефонӗпе, компьютер пулӑшнипе кирек ӑҫта та шӑнкӑравласа калаҫма пултаратпӑр. Вӗсемпе усӑ курса кирлӗ информаци те илетпӗр. Ҫакӑ Раҫҫейре, республикӑра тухса тӑракан пичет изданийӗсен, «Каҫал ен» хаҫатӑн тиражӗ ҫине те витӗм кӳрет. Ялсенче вулама пӑрахман-ха. Хаҫата кӗтекенсем те сахал мар. «Хӑшӗ-пӗри хӑй ҫырӑннӑ хаҫат почтальон чирленипе е уяв кунӗсем пулнипе вӑхӑтра килмесен тӳрех пирӗн пата ҫитет. «Каҫал ене» те кӗтеҫҫӗ», — тет Чӗчкен почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн начальникӗ Н.Г.Шуряшкина. Ун пек ҫынсем пулнине округри ытти почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсенче ӗҫлекенсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. Пирӗн редакцирен альтернативлӑ майпа хаҫата илсе тӑракансем хушшинче те ун пеккисем сахал мар. Шел пулин те, округри хӑш-пӗр ялсенче почта валеҫекенсем ҫук. Ҫакӑ хаҫат тусӗсем патне издание вӑхӑтра илсе ҫитерес тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать. Апла пулсан та эпир ялта пурӑнакансемпе яланах ҫыхӑну тытма хатӗр, «Каҫал ен» хаҫата ҫырӑнӑр, яланах пӗрле пулар!
Почтальон ӗҫӗ нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман. Сумккисен йывӑрӑшӗ чакнӑ пулин те, вӗсен ӗҫӗ нумай. Тивӗҫлӗ канури ҫынсене пенси ҫитерсе параҫҫӗ, тӗрлӗ тӳлев хучӗсене, саламсене адрессатсем патне ҫитереҫҫӗ. Ял тӑрӑх чылай утма тивет. Почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсенче те халӑха чылай енӗпе пулӑшу параҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк газӗшӗн, электроэнергишӗн, ҫӳп-ҫапшӑн, телефоншӑн тата ытти тӳлевсем йышӑнаҫҫӗ. Ял ҫыннисене тӗрлӗ таварсем те сӗнеҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫын килет почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсене. Вӗсемпе кӑмӑллӑн калаҫса, интереслентерекен ыйтӑвӗсене хуравласа тӑрӑшаҫҫӗ почта ӗҫченӗсем.
Раҫҫей почта ӗҫченӗн кунӗ умӗн округри пултаруллӑ та хастар, хӑйсене шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа, пысӑк тӑрӑшулӑхпа туса пыракан ӗҫченсем тӗрлӗ наградӑсене тивӗҫнӗ. Елчӗк почтамчӗн Комсомольскинчи почта ҫыхӑну уйрӑмӗн начальникӗн ҫумне В.П.Кокшинана макрорегион директорӗн Тав хутне панӑ. Шурут почта ҫыхӑну уйрӑмӗн начальникне Н.Ф.Зотовӑна, Элпуҫ почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗн начальникне Г.И.Ильинана, Комсомольски, Анат Тимӗрчкасси, Шурут, Ҫӗнӗ Мӑрат почта ҫыхӑну уйрӑмӗсен почтальонкисене А.Н.Андреевӑна, Е.И.Кадыковӑна, С.А.Коноваловӑна, Е.В.Коноваловӑна «Почта России» АОн Чӑваш республикинчи почта ҫыхӑнӑвӗн федераллӑ управленийӗн Тав хучӗсене парса чысланӑ. Хирти Сӗнтӗр почта ҫыхӑну уйрӑмӗн начальникӗ Г.Н.Шербустанов Ҫыхӑну ӗҫченӗсен Чӑваш республикинчи профсоюз организацийӗн Хисеп грамотине илме тивӗҫ пулнӑ.
Каларӑмӑр ӗнтӗ, почтӑра тӑрӑшакансен ӗҫӗ ҫӑмӑл мар. Вӗсене уяв ячӗпе ӑшшӑн саламласа ҫирӗп сывлӑх, тапса тӑракан вӑй-хал, ҫемьере килӗшӳлӗх, телей сунатпӑр. Малашне те халӑх ыйтӑвне тивӗҫтернӗ ҫӗрте тӑрӑшса ӗҫлесе, «Каҫал ен» хаҫата сарас ӗҫре пире пулӑшса пырасса шанса тӑратпӑр.
Юрий Гаврилов.

