Июлӗн 10-мӗшӗнче район администрацийӗн ларусем иртекен залӗнче Обществӑлла палата ларӑвӗ иртнӗ. Унта палата членӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем муниципаллӑ округра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ вӑхӑтӗнче лару-тӑрӑва сӑнаса тӑма обществӑлла штаб йӗркелессине пӑхса тухнӑ тата суйлав вӑхӑтӗнче пӑхса тӑракансен списокне ҫирӗплетнӗ. Унпа пӗрлех хумхантаракан ытти ыйтусене те тишкернӗ, кирлӗ йышӑнусем тунӑ.

