2010 ҫулта ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх Раҫҫейре 1 миллион та 435 пин чӑваш пурӑннӑ. 2020 ҫулта ирттернӗ ҫыравра вара 1 миллион та 67 пин чӑваша регистрациленӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӑвашла калаҫакансен шучӗ 700 пине яхӑн ҫеҫ тесе палӑртнӑ.
Ҫавӑнпа та ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине пӗтме пултаракан чӗлхесен шутне кӗртет.
Чӑвашсен 64 проценчӗ пирӗн республикӑра пурӑнать, ыттисем вара тӗрлӗ регионсенче тӗпленнӗ, уйрӑмах Тутарстан, Пушкӑрт республикисенче, Ульяновск тата Самар облаҫӗсенче чӑвашсем йышлӑ.

