Тутарстанри Сиктӗрме ялӗнчи «Новый Сувар» туризм комплексӗнче йӑлана кӗнӗ Регионсем хушшинчи «Уяв — 2025» чӑвашсен уявӗ иртнӗ. Унта 15 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Ҫак мероприятие чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн тӑван ялӗнче йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине кура уява тата та анлӑн, хаваслӑн ирттернӗ.
Сиктӗрмене Раҫҫейри тӗрлӗ регионтан делегацисем, пултарулӑх коллективӗсем килсе ҫитнӗ. Чӑвашсем тӑван республикӑра ҫеҫ мар, пирӗн анлӑ ҫӗршывӑн нумай-нумай кӗтесӗнче пурӑнаҫҫӗ, ют ҫӗршывсенче те пур вӗсем. Уяв шӑпах ҫакна ҫирӗплетнӗ. Мероприятин этнолапамӗнче чӑваш халӑх культурине — йӑли-йӗркисене, юрри-ташшине, наци апат-ҫимӗҫне, алӗҫ ӑстисен пултарулӑхне — илемлӗн кӑтартса панӑ. Уявра тӗрлӗрен фестиваль-конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем, ӑсталӑх класӗсем иртнӗ.
Пирӗн округран кӳршӗ регионти чаплӑ мероприятие «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ тата гармонистсен ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Вӗсем уявра пысӑк чыса тивӗҫнӗ — хаклӑ хӑнасене юрӑ-ташӑпа кӗтсе илекенсем пулнӑ. 100-шер коллективран шӑпах пирӗн артистсене суйласа илни вӗсен професси шайӗ ҫӳллӗ, пултарулӑхӗ иксӗлми пулнине ҫирӗплетет. «Эпир ку уява кашнинчех хутшӑннӑ. Кӑҫал та йыхрав илсен ҫула тухма васкарӑмӑр. Хӑнасене кӗтсе илнипе ҫеҫ мар, кунӗпех тӗрлӗ сценӑсем ҫинче пултарулӑха кӑтартрӑмӑр. «Уяв — 2025» тӗрлӗ фестивальсемпе пуян пулчӗ, пурӗ 7 хутчен хамӑрӑн юрӑ-ташӑпа халӑха савӑнтартӑмӑр. Уяв питӗ вӑйлӑ, анлӑ иртрӗ, унтан хӑпартланса, хаваслӑ кӑмӑлпа таврӑнтӑмӑр», — палӑртать «Каҫал» ансамбль ертӳҫи Владимир Павлов.
Пирӗн артистсем уявра халӑх юррине шӑрантаракансен «Авалхи юрӑсен сасси», наци инструменчӗсен «Шӑпӑр-кӗсле, ай, янра», халӑх ташшин «Халӑх ташши илемӗ» фестивальсенче тата гала-концертра юрри-ташшипе савӑнтарнӑ. Ҫавӑн пекех «Аваллӑхран паян кунччен» фестивальте те паянхи чӑваш тумне кӑтартса панӑ.
Каласа хӑвармалла% ансамбль 20 ҫул ытла халӑха хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать, унӑн репертуарӗнче 100 ытла юрӑ, ҫав шутра хӑна, туй, салтак, вӑйӑ юррисем тата ыттисем те. Ушкӑн ертӳҫи Владимир Павлов авалхи чӑваш юрри-кӗввине илемлетсе ҫӗнӗ пурнӑҫ парать, халӑх патне ҫитерет. Ансамбль чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркисене те, сӑмахран, салтак ӑсатнине, улах ларнине, ҫӗн пӳрт ӗҫки ирттернине, туй тунине сцена ҫинче кӑтартса парать. Вӑл республика, Раҫҫей шайӗнчи фестивальсемпе конкурссен лауреачӗ. Пирӗн округра ҫакӑн пек пултаруллӑ, талантлӑ ҫынсем пурӑннипе эпир чӑннипех те мӑнаҫланатпӑр, «Каҫал» халӑх ансамбле малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.

