Кӑҫал паллӑ тюрколог Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 155 ҫул ҫитет. Ҫакна халалласа нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Мӑрат ял библиотекинче «Чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн генийӗ» ятпа таврапӗлӳ сехечӗ ирттернӗ.
Библиотекарь каласа панинчен ачасем Николай Ивановичӑн биографийӗ тата пултарулӑхӗ ҫинчен нумай интересли пӗлнӗ. Н.Ашмарин — чӗлхесен тӗпчевҫи, тюрколог, чӑваш чӗлхин пӗлӗвне пуҫарса яраканӗ. Вӑл хӑй вырӑс пулсан та чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлнӗ, ӑна юратнӑ, тӗпченӗ. Унӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсемпе Раҫҫейре ҫеҫ мар, урӑх ҫӗршывсенче те интересленсех паллашнӑ. Тюркологи докторӗ, профессор вӑтӑр ҫул ытла чӑваш чӗлхин словарьне тӑвас тесе тӑрӑшнӑ. Вӑл тӗрлӗ ялсене ҫитсе учительсемпе, хутла пӗлекен ҫынсемпе тӗл пулса ӑна валли материал пуҫтарнӑ, 17 томлӑ словарь кӑларма вӑй ҫитернӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӑваш фольклорӗпе те интересленнӗ, ӑна пуҫтарса пичетлесе кӑларнӑ.
Ачасем Н.Ашмаринӑн словарӗпе кӑсӑклансах паллашнӑ, Чӑваш Енри вӑрмансем, юхан шывсем ҫинчен вуласа пӗлнӗ, чӑвашла ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсене тишкернӗ.

