Округри ялсенче пурӑнакансем пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли маскировка сеткисем ҫыхакан вырӑнсене васкаҫҫӗ. Ку ӗҫ пур территори уйрӑмӗсенче те пырать. Ҫавӑн пекех халӑх инҫетри ентешӗсене апат-ҫимӗҫпе, техника хатӗрӗсемпе, строительство материалӗсемпе те пулӑшу парать.
Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмне кӗрекен Хирти Сӗнтӗрпе Хирти ,нел, Нӗркеҫпе Янкасси, Ҫӗнӗ Кипеҫпе Тӗвенеш ялӗсенче пурӑнакансем ку ӗҫсене уйрӑмах лайӑх йӗркеленӗ.
Нумаях пулмасть вӑл ялсенче пурӑнакансен ячӗпе ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑнтан тав ҫырӑвӗ килнӗ. Малой ятпа ҫӳрекен боец вӗсене маскировка сеткисемшӗн тав тӑвать. Вӗсем юлташӗсен тата хӑйӗн пурнӑҫне хӳтӗлеме май панине палӑртать.
Хальхи вӑхӑтра та кунта маскировка сеткисем ҫыхас ӗҫсем пыраҫҫӗ. «Эпир пӗрле пысӑк вӑй пулса тӑратпӑр», — тет Владимир Воронов волонтер.
(Хамӑр инф).

