Олег Николаев Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнма кандидатурине тӑратнӑ.
Регионти суйлав комиссийӗ Олег Николаевӑн докуменчӗсене июнӗн 25-мӗшӗнче йышӑннӑ. Вӑл Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавне хӑй тӗллӗн (самовыдвижение) хутшӑнать.
Хӑйӗн телеграм-каналӗнче Олег Николаев ҫак йышӑну юлашки ҫулсенче халӑхпа пӗрле республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫсем чылай пурнӑҫланипе ҫыхӑннине палӑртнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ертсе пынӑ вӑхӑтра чылай пӗлтерӗшлӗ пуҫарусем пурнӑҫланаҫҫӗ, ҫулсем сараҫҫӗ, вӗренӳ, культура учрежденийӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, промышленноҫ тата агропромышленноҫ секторӗсем аталанаҫҫӗ, ҫавӑн пекех бизнеспа социаллӑ сферӑна пулӑшу кӳреҫҫӗ.

