Ҫын хӑйне сывлӑх енчен япӑх туйсан сиплев учрежденийӗсене ҫитме тӑрӑшать. Анчах та пурнӑҫра темӗнле лару-тӑру та сиксе тухма пултарать: чипер ҫӳренӗ ҫӗртех аптраса ӳкесси те, ӑнсӑртран суранланасси те, инкеке лекесси те… Кун пек чухне тӳрех васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсене шӑнкӑравлатпӑр. Чӑваш Республикин сывлӑх министерствин «Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тата медицина катастрофисен республикӑри центрӗ» бюджет учрежденийӗн Патӑрьелӗнчи уйрӑмӗн ӗҫченӗсем пирӗн округри ялсене вӑхӑтра ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ. Шӑнкӑрав пулнӑ вырӑна хӑш бригада ҫывӑхарах, ҫавӑ пулӑшу пама васкать.
Уйрӑмра пысӑк квалификациллӗ, чылай ҫул ӗҫлесе паха опыт пухнӑ ӗҫченсем тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — Елена Геннадьевна Осипова. Дубовка хӗрӗ Шупашкарти медицина училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн районти васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Кунта ӗҫ яваплӑ та канӑҫсӑр пулни, ҫӗрӗпе ҫывӑрман каҫсем те сахал мар пуласси те хӑратман ӑна. Унтанпа 40 ҫул иртнӗ. Ҫак ҫулсенче миҫе ҫухрӑм район тӑрӑх ҫӳремен-ши, миҫе ҫынна вӑхӑтра пулӑшу парса вилӗм аллинчен туртса кӑларман-ши; Кӑна шутласа та пӗтерме ҫук пулӗ. Кану кунӗсене кӑларса пӑрахсан 10 ҫул васкавлӑ пулӑшу ӗҫӗнче пӗр чарӑнмасӑр пулнӑ теме те пулать.
Малтанхи ҫулсенче Елена Геннадьевнӑна ҫӑмӑлах килмен. Майӗпен опыт та, пӗлӳ те ӳссе пынӑ. Апла пулин те паянхи кун та вӗренсе пырать. Ятарлӑ курссенче пулнипе пӗрлех, килте те медицина литературине алла тытать. Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗн медицинӑн тӗрлӗ енлӗ специалисчӗн вырӑнӗнче пулма тивет-ҫке: терапевт та, хирург та, гинеколог та, педиатр та… Тарӑн пӗлӳсӗр пациент чирӗ пирки тӗрӗс диагноз лартса васкавлӑ пулӑшу параймастӑн. Ҫавӑнпа та куллен пӗлӳпе ӑсталӑха ӳстерсе пыма тивет те.
Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗн хӑйнеевӗр психолог та пулмалла. Пациентсене кирлӗ чухне лӑплантарма, сӗнӳсем пама та пӗлмелле. Ахальтен ӑшӑ сӑмах та сиплет тесе каламан ӗнтӗ. Чирлӗ ҫынпа пӗрле пӑшӑрханаҫҫӗ, хӑйсене лайӑх туйма пуҫласан вӗсемпе тан савӑнаҫҫӗ пирӗн ӗҫченсем. Тин ҫеҫ йывӑр лару-тӑрура пулнӑ ҫыннӑн чӗререн каланӑ сӑмахӗсем чуна ӑшӑтаҫҫӗ, малалла ӗҫлеме хавхалану параҫҫӗ.
Ҫынсене пулӑшу парас тесен медицина ӗҫченӗсен хӑйсен те сывлӑхлӑ пулмалла. Елена Геннадьевна фитнес- клуба ҫӳрет, бассейнра ишет, мӗн май килнӗ таран ытларах ҫуран утма тӑрӑшать, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать.
Васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем пирки нумай лайӑххине калама пулать. Сывлӑх чи хакли, тетпӗр те, вӗсем вӑхӑтра пулӑшу панипе нумай-нумай ҫын чиртен хӑтӑлса ура ҫине тӑрать, ҫӗнӗрен пурнӑҫа таврӑнать. Вӗсен ӗҫӗ йывӑр, пархатарлӑ. Хастар ӗҫшӗн Е.Осиповӑна Хисеп грамотисемпе чылай хутчен наградӑланӑ. Вӗсенчен хаклӑраххи — сывалса ура ҫине тӑнӑ ҫынсен тав сӑмахӗ.
Елена Геннадьевна ҫак кунсенче 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ҫак ятпа ӑна чун-чӗререн саламлатпӑр. Чирлӗ ҫынсене пулӑшма малашне те ун ҫирӗп сывлӑх пултӑр, вӑй-халӗ тапса тӑтӑр. Ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрлех вӑл пулӑшу панӑ ҫынсен ырӑ та ӑшӑ сӑмахӗсем хавхалантарса пыччӑр. Ҫынна ырӑ туни ҫӗре ӳкмест, теҫҫӗ. Елена Геннадьевна хӑй ӗмӗрӗнче пулӑшу панӑ ҫынсен шутне шутласа та кӑлараймӑн. Чӑннипех вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче пархатарлӑ та питӗ кирлӗ ӗҫ тунӑ, тӑвать те. Эпир, васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче ӗҫлекенсем, пирӗн хушӑра ҫавӑн пек пултаруллӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ ӗҫчен пулнишӗн савӑнатпӑр, мухтанатпӑр.
Николай Волков.

