Вторник, 13 октября

Ҫак куна нихҫан та манма юрамасть

Ҫак куна нихҫан та манма юрамасть

Июнӗн 22-мӗшӗ — Хурлӑх кунӗ. 84 ҫул каялла ҫак кун нимӗҫ фашисчӗсем систермесӗр пирӗн ҫӗршыв ҫине сӗмсӗррӗн тапӑнса кӗнӗ. Халӑха пысӑк хурлӑх кӑтартнӑ Аслӑ  Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ.

Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче пурӑнакансем вӑрҫӑра пирӗн пуласлӑхшӑн пуҫӗсене хунӑ тата мирлӗ пурнӑҫа таврӑнсан хӑйсене шеллемесӗр яла аталантарассишӗн вӑй хунӑ ветерансене асӑнса лартнӑ палӑк умне пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта йӑлана кӗнӗ «Асӑну ҫурти» акци ирттертӗмӗр. Хаяр вӑрҫӑ тискерлӗхне аса илсе, унта вилнӗ салтаксене асӑнса пӗр минут шӑп тӑтӑмӑр. Ҫуртасем ҫутса палӑк умне чӗрӗ чечексем хутӑмӑр. Ҫав тискер те хаяр кунсем пирки калаҫрӑмӑр. Ялта выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнсан та ватти-вӗтти тылра хастар ӗҫленине, Ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшнине аса илтӗмӗр. «Асӑну ҫурти» ҫунса пирӗн тав туйӑмӗсене палӑртрӗ. Ҫак синкерлӗ куна нихӑҫан та манма юрамасть.

Людмила Тихонова,

ялти ветерансен совечӗн председателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *