Пирӗн ентеш, Республика онкологи диспансерӗн химиотерапи уйрӑмӗн заведующийӗнче тӑрӑшакан Светлана Орлова медицинӑри чи сумлӑ наградӑсенчен пӗрне — «Призвание» премие тивӗҫнӗ. Вӑл «За подвижничество в медицине» номинацире мала тухнӑ.
Мӗнпе палӑрнӑ-ха Светлана Александровна? Вӑл тата Шупашкарти, Хусанти, Мускаври тухтӑрсем пӗрле тӑрӑшнипе 4-мӗш тапхӑрти усал шыҫӑпа чирлӗ пациента ҫӑлса хӑварма май килнӗ. Пациент халиччен пулман нумай тапхӑрлӑ сиплев витӗр тухнӑ, ӑна урӑх ҫыннӑн пӗверне куҫарса лартнӑ. Раҫҫейре ҫакӑ питӗ сайра тӑвакан операцисен шутне кӗрет. Хирургсен ушкӑнӗ ҫӗнӗ йышши медицина технологийӗсемпе усӑ курса, пысӑк професси ӑсталӑхӗ кӑтартса сиплеве ӑнӑҫлӑн ирттернӗ.
Медицина ӗҫченӗн кунӗ умӗн Раҫҫей Правительство ҫуртӗнче преми финалисчӗсем РФ Правительство Председателӗн ҫумӗпе Татьяна Голиковӑпа тӗл пулнӑ. Чыслав церемонине уяв кунӗнче «Пӗрремӗш» каналпа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Елена Малышева ертсе пыракан «Жить здорово!» кӑларӑмра та Чӑваш Енри пациентӑн историйӗпе паллаштарнӑ.
Светлана Орлова Комсомольскинче ҫуралса ӳснӗ. ЧПУн сиплев факультетне пӗтернӗ хыҫҫӑн 2011 ҫулта врач-онколог карьерине пуҫланӑ. 9 ҫул онкодиспансерӑн профильлӗ уйрӑмне ертсе пырать. Росздравнадзорӑн Тав хутне тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

