Вторник, 13 октября

Хӳхӗм калча —  хир илемӗ

Кӑҫал  ҫанталӑк ҫурхи ака-суха вӑхӑтӗнче ҫӗр ӗҫченне ҫумӑрпа та, хӗвелпе те хавхалантарсах тӑчӗ. Ҫакӑ мӗн акни-лартнине тикӗссӗн шӑтса тухма май пачӗ. Июнӗн 4-мӗшӗнче  округра иртнӗ калчасене пӑхмалли смотра хутшӑнакансене уй-хир ешӗл калчасен кавирӗпе кӗтсе илчӗ.

Смотра уҫнӑ май округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пуҫтарӑннисене ял хуҫалӑх предприятийӗсене ҫитсе курнӑ май пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, агротехника ӗҫӗнче усӑ куракан ҫӗнӗлӗхсене шута илме, хӑйсен шухӑшӗсемпе, сӗнӗвӗсемпе паллаштарма сӗнчӗ. Ку мероприятие округ пуҫлӑхӗн ҫумӗсем — территорисене аталантарас тата тирпей-илем кӳрес управлени начальникӗ А.Г.Кузьмин, ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Ф.Ф.Зейнетдинов, ял хуҫалӑх тата экологи уйрӑмӗн начальникӗ М.М. Зайнуллин, специалистсем,  ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе агрономӗсем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем хутшӑнчӗҫ.

ЧР Пуҫлӑхӗ республикӑра усӑ курман ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене пурне те шута илсе вӗсемпе тӗллевлӗ усӑ курма хушнӑ. Ҫакӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсенчи ҫӗрсене ҫеҫ мар, уйрӑм ҫынсен лаптӑкӗсене те пырса тивет. Вӗсен хуҫисен ҫӗрсене ял хуҫалӑхӗнче усӑ курмалли шая ҫитерсе ӗҫлеттермелле. Смотра территори уйрӑмӗсен начальникӗсене те чӗнни ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ. Вӗсем хӑйсен территорийӗсене кӗрекен хуҫалӑх хирӗсене ҫитсен вырӑнта ҫӗрсемпе усӑ курасси мӗнле шайра пулнипе паллаштарчӗҫ. Ҫавӑнпа та,  «Слава» ЯХПК уйӗнче чарӑннӑ май чи малтан Александровка территори уйрӑмӗн начальникӗ Л.А.Полякова вырӑнта ҫӗрсемпе усӑ курасси мӗнле пынипе паллаштарчӗ. Хуҫалӑх ертӳҫи А.В.Грачев  выльӑх апачӗ валли акнӑ, хӳхӗм шӑтса тухнӑ сӗлӗпе вика уйӗнче туса ирттернӗ агротехника ӗҫӗсем ҫинче чарӑнчӗ.

«Родина» ОООри 73,3 гектар йышӑнакан «Марафон» кӗрхи тулӑ пучах кӑларма та ӗлкӗр- нӗ. Кунти ытти культурӑсем те аван ҫитӗнеҫҫӗ. А.Е.Потемкин хуҫалӑхра сенаж хума пуҫлассине, ӑна чӗркевре упрассине палӑртрӗ. «Искра» колхозӑн 17 гектар йышӑнакан  «Фаленская-4» ыраш уйӗ те, 65 гектар ҫинчи  урпа та чуна савӑнтарать.

Кӑҫал Кивӗ Сӗнтӗрти ҫӗрсем ҫинче пуҫласа ҫӗнӗ инвестор, А.В.Муранова фермер хуҫалӑхне кӗрекен «Содружество» ООО ӗҫлеме пуҫланӑ. Кунти ҫӗрсенчен хӑшӗ-пӗрисемпе чылай вӑхӑт усӑ курман. 10 ҫул ытла нумай ҫул ӳсекен курӑк хирӗсем те пулнӑ. Вӑл лаптӑка сухаласа кӑҫал апатра усӑ курмалли хӗвелҫаврӑнӑшӗ акнӑ. Вӑл шӑтса тухнӑ. С.В.Мельников ертӳҫӗ малашнехи тӗллевсемпе паллаштарнӑ май хуҫалӑх рапс, соя йышши техникӑлла культурӑсемпе ӗҫлесшӗн. Соя — пирӗн тӑрӑхшӑн ҫӗнӗ культура. Анчах та унпа тӗнчипех усӑ кураҫҫӗ. Вӑл  апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ ҫӗрте ҫеҫ мар, ытти отрасльсемшӗн те паха чӗртавар пулса тӑрать. Агротехника ӗҫне пӑхӑнса ӗҫлесен тухӑҫӗ пулать, сутлӑх хакӗ те пӗчӗкех мар.

«Слава картофелю» агрофирмӑн сухалакан ҫӗрсем 1700 гектар ытла. Вӗсем унта ҫӗрулми ҫеҫ мар, пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем те, ытти культурӑсем те ҫитӗнтереҫҫӗ. Кунта ҫӗр пулӑхне лайӑхлатма пулӑшакан сидератлӑ курӑксемпе ӗҫлесси ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫӗрулмин пӗтӗм лаптӑкне шӑрӑх ҫанталӑкра шӑварассине йӗркеленӗ. Малашне ҫакна  тырпул уйӗсенче те ӗҫе кӗртессшӗн.

«Кызыл Сабанча», Михайловӑн фермер хуҫалӑхӗсен, «Восход» ОООн, «Дружба» ЯХПКан хирӗсенче чарӑнса илчӗҫ. Пур ҫӗрте те ӳсен-тӑрансем парка ҫитӗнеҫҫӗ. Акнӑ хыҫҫӑн вӗсенче агротехника ӗҫӗсем туса ирттернӗ.

«Труд» ял хуҫалӑх кооперативӗнче выльӑх апачӗ хатӗрлеме викӑпа сӗлӗ тата ытти культурӑсен хутӑшне акнӑ, ҫӑра ҫитӗнет. Унпа тырӑ сенажӗ хатӗрленӗ чухне усӑ курасшӑн.

«Рассвет» ЯХПК ял хуҫалӑх отраслӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Смотра хутшӑнакансем 118 гектар ҫинче «Рахель» люцерна, ҫавӑн пекех пӑрҫа уйӗсемпе те паллашрӗҫ. Кунта ҫулсеренех тухӑҫлӑ ҫӗрулми туса илеҫҫӗ. «Эпир уй-хир культурисенчен ҫӗрулми ҫеҫ сутатпӑр. Ҫитӗнтерекен ытти культурӑсем йӑлтах выльӑх-чӗрлӗх отрасльне каяҫҫӗ», — терӗ М.Р.Афанасьев председатель. Кунта «иккӗмӗш ҫӑкӑр» йӑранӗсене хӑпартатчӗҫ. Тракторсем автопилот майӗпе ӗҫлеҫҫӗ. «Гулливер» сорт ҫӗрулми тикӗс шӑтса тухнӑ, йӑрансем тӳрӗ.

«Заря», «Пайгас», «Восток» кооперативӗсен уй-хирӗсенче те мӗн акни шӑтса  пӗве кайнӑ.

«Асаново» ЯХПКан 42 гектар ҫинче ҫитӗнекен «Памяти Родиной» урпа та,  «Ульяновец» сортлӑ пӑрҫа та тикӗс шӑтса тухнӑ, вӗсене ӳсме чӑрмантаракан ҫумкурӑкран, чир-чӗртен, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑран имҫам сапнӑ. Ку хуҫалӑхӑн хирӗсем тикӗс мар, тӑмлӑрах. Апла пулсан та  «Асаново» ЯХПК ҫӗрпе пӗлсе ӗҫленипе ҫулсеренех тухӑҫлӑ продукци ҫитӗнтерет.   

«Луч», «Победа» ЯХПКсенче те, «Урожай» колхозри кӗр тыррисемпе ҫуртыррисем те аван ҫитӗнеҫҫӗ.

Смотрта ҫитсе курнӑ хуҫалӑхсенчи калчасем аван шӑтнӑ,  пысӑк тухӑҫ пама шантараҫҫӗ. Енчен те промышленноҫра продукци илесси ӗҫлекенсен тӑрӑшулӑхӗнчен, чӗртавар пахалӑхӗнчен, оборудованирен ҫеҫ килет пулсан ӳсен-тӑран отраслӗнче вара вӗсен ҫумне ҫутҫанталӑк витӗмӗ те хутшӑнать. Тырпул, тымарҫимӗҫ тата ытти культурӑсем тухӑҫпа савӑнтарччӑр тесен вӗсене    ӳсме лайӑх та ырӑ ҫанталӑк пулӑшса пытӑрччӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *