Республикӑра библиотекӑсен аталанӑвне пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, муниципалитетсенче модельлӗ вулавӑшсем уҫаҫҫӗ. 2020—2024 ҫулсенче ҫакӑн пек 20 библиотекӑн алӑкӗсем уҫӑлнӑ, кӑҫал вӗсен йышӗ тата та пуянланӗ.
Майӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри библиотекӑсен кунӗнче республика ертӳҫи Олег Николаев Шупашкарти Л.Агаков ячӗллӗ вулавӑша ҫитсе курнӑ. Юсав хыҫҫӑн ку учреждени халӑхшӑн тата та илӗртӳллӗрех пулса тӑнӑ. Кунта «Творчество лабораторийӗ», «Хула гостинӑйӗ» тата коворкинг пур. Ҫамрӑксемшӗн «Х.Б.К.» лапам уйрӑмах интереслӗ. Унта выставкӑсем, ӑсталӑх класӗсем, арт-инсталляцисем иртеҫҫӗ.
Мероприятире Олег Алексеевич библиотекӑсем региона аталанма пулӑшнине, малашне кашни округра ҫӗнӗ ӑру библиотекисем пулассине палӑртнӑ.
Олег Николаев,
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:
«Чӑваш Енри паянхи библиотекӑсем — кӗнеке управӗсем ҫеҫ мар, вӗренӳ, пултарулӑх тата культура хутшӑнӑвӗн центрӗсем те».
О.Николаев ТГ каналӗнчен.

