Майӑн 29-мӗшӗ тӗлне пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем ҫӗр улмие 458 гектар лартнӑ. Н. Самарин фермер хуҫалӑхӗнче, «Рассвет» ЯХПК-ра, «Комсомольские овощи» ООО-ра ҫӗр улми лартса пӗтернӗ.
Ҫавӑн пекех хуҫалӑхсенче 20 гектар кишӗр тата 15 гектар севок акнӑ, 37 гектар сухан лартнӑ. Нумай ҫул ӳсекен курӑксем 364 гектар ҫинче, пӗр ҫул ӳсекеннисем 1213 гектар ҫинче ҫитӗнеҫҫӗ. Ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ытти культурӑсене акасси малалла пырать. Кашни хуҫалӑхах ҫанталӑкӑн уяр кунӗпе туллин усӑ курма тӑрӑшать.
Минзаит Зайнуллин.

