Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:
«Регионсем хушшинче инвесторсемшӗн ҫивӗч конкуренци пырать. Чӑваш Республикин питӗ лайӑх пуҫламӑш условисем, ҫавӑнпа та ӑна проектсене пурнӑҫа кӗртмелли паха та тухӑҫлӑ вырӑн пек хакламалла. Республикӑра бизнес валли май пур таран чи лайӑх условисем туса хунӑ».
Раҫҫей предпринимательствин кунӗ умӗн республикӑра «Уҫӑ диалог: власть — бизнес» ятпа ӗҫлӗ калаҫу иртнӗ. Унта регионта пысӑк инвестици проекчӗсем пурнӑҫа кӗртекен 10 компанин ертӳҫисем хутшӑннӑ.
Юлашки 6 ҫулта республикӑра вак тата вӑтам предпринимательствӑна пулӑшма 5,6 миллиард тенке яхӑн янӑ, ҫав шутра кирлӗ хатӗр-хӗтӗр туянма, производствӑна ҫӗнетме, инфраструктурӑна аталантарма пулӑшнӑ. Паянхи куна бизнеспа пысӑк заказчиксем хушшинче 4720 контракт пӗтӗмӗшле 26,8 миллиард тенкӗлӗх ҫырнӑ.
Уҫӑ калаҫу вӑхӑтӗнче инвестици проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессине тата патшалӑх пулӑшӑвӗн мерисене сӳтсе явнӑ. Олег Николаев инвесторсене кӑсӑклантаракан ыйтусене туллин хуравланӑ.
«Инвесторсемпе куллен ҫакӑн пек тӗлпулусем йӗркелетпӗр. Ҫакӑ бизнесран каялла ҫыхӑну илме май парать, инфраструктурӑпа пӗрлештерессине, ҫӗр ыйтӑвӗсене, перспективлӑ бизнес-идейӑсене патшалӑх енчен пулӑшу кӳрессине пырса тивекен самантсене уҫӑмлатма пулӑшать. Олег Алексеевичӑн ҫакӑн пек мероприятисене пӗтӗмлетсе панӑ хушӑвӗсене яланах ӗҫе илетпӗр», — палӑртнӑ ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Дмитрий Краснов.

