Чӑваш Республикин ҫамрӑксен пӗрлештернӗ волейбол командинче вылянӑ Артем Филиппова асӑнса ҫак кунсенче Комсомольскинче йӑлана кӗнӗ волейбол турнирӗ иртнӗ.
«Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче Комсомольски: Патӑрьел: Шупашкар: Муркаш округӗсен тата Йошкар-Ола хулинчен килнӗ командӑсем тупӑшнӑ.
Мероприятие уҫнӑ ҫӗре муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин: округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Вячеслав Кополухин: Артемӑн ҫывӑх ҫыннисем: юлташӗсем хутшӑннӑ.
Куракансем кашни вӑййа куҫ илми сӑнанӑ: волейболистсене хавхалантарнӑ. Хӗр\ тупӑшура ҫӗнтерсе ӑмӑртӑвӑн тӗп Кубокне Патӑрьелӗнчен килнӗ «Лава» команда тивӗҫнӗ. Пирӗн округ волейболисчӗсем кӗмӗл медальсене ҫӗнсе илнӗ. Патӑрьел округӗн «Рассвет» команди пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Саламлатпӑр!
Наталья МЕДВЕДЕВА.

