Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 80 ҫул ҫитет. Пирӗн ҫӗршывра паллӑ тӑвакан пысӑк, аслӑ уяв сахал мар, анчах пуринчен те чапли, пӗлтерӗшли вӑл — Ҫӗнтерӳ кунӗ. Ҫулсем иртӗҫ, ӗмӗрсем ылмашӗҫ — пурпӗрех куҫҫуль пек ҫутӑ, ҫӑлкуҫ евӗр таса, ҫуркунне пек хаваслӑ уяв пирӗн асра.
Ҫак уява ҫывхартма пирӗн районтан сывлӑшри икӗ стрелок-радист та хутшӑннӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи статистика пӗлтернӗ тӑрӑх 5—7 вӗҫев хыҫҫӑн пилотсене ытти юлташӗсем улӑштарсах тӑнӑ. Ҫапӑҫусем хаяр та хӗрӳ пулнӑ.
Илья Петрович Петров 1915 ҫулта Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. 1937 ҫулхи сентябрӗн 15-мӗшӗнче Комсомольски район ҫар комиссариачӗ урлӑ Хӗрлӗ Ҫара каять. 1938 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче полкри шкулта ҫар присягине тытать. Ҫав ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа пӗр ҫулталӑк хушши стрелоксен 13-мӗш дивизийӗнче радиотелеграфист пулнӑ. 1939 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнче авиаци кӗҫӗн специалисчӗсен шкулӗнче сывлӑшри стрелок-радиста вӗренет. 1940 ҫулхи сентябрь уйӑхӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи февраль уйӑхӗччен 6-мӗш инҫет бомбардировка авиаци полкӗнче, 1945 ҫулхи сентябрь уйӑхӗччен 745-мӗш инҫет бомбардировка авиаци полкӗнче сывлӑшри стрелок-радист темиҫе хутчен те тӳпере нимӗҫ самолечӗсене тӗл персе вут-ҫулӑм тивертнӗ, тӑшмана тӗп тунӑ. Экипаж «Пе-2», «Бостон» самолет-бомбардировщиксемпе вӗҫсе яланах палӑртнӑ хушусене пурнӑҫласа аэродрома таврӑннӑ.
1945 ҫулхи ноябрӗн 6-мӗшӗнче Петров сержант службӑна вӗҫлесе тӑван яла ҫитнӗ. Мирлӗ пурнӑҫра ялта ӗҫленӗ, ҫемье ҫавӑрнӑ. Ҫулсем иртнӗҫемӗн ҫемье пысӑклансах пынӑ, мӑшӑрӗпе ачисене тивӗҫлӗ воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. 1969 ҫулта вӑрҫӑ паттӑрӗ пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ. Унӑн ҫутӑ сӑнарӗ яланах пирӗн асӑмӑрта юлтӑр.
Тепӗр вӑрҫӑ паттӑрӗ, Николай Павлович Землемеров, 1920 ҫулта Тукай ялӗнче ҫуралнӑ. 1940 ҫулхи декабрӗн 29-мӗшӗнче Комсомольски район ҫар комиссариачӗ каччӑна хӗсмете ӑсатать. Вӑл 444-мӗш бомбардировка авиаполкӗнче службӑра пулать. Темиҫе хутчен сывлӑшри ҫапӑҫусенче тӑшманпа тӗл пулса ӑна аркатнӑ, ҫунтарнӑ, тӗп тунӑ. Нихӑҫан та хӑраса тӑман, заданисене тӗплӗн пурнӑҫланӑ. Пирӗн ентеше 1945 ҫулта ВКП(б) ретне илнӗ.
Аслӑ сержант Землемеров 1945 ҫулхи августӑн 8-мӗшӗнче Яппун вӑрҫине те хутшӑннӑ. Экипаж шутӗнче стрелок-радист пулса 3 хутчен сывлӑшри ҫапӑҫусене хутшӑннӑ, 9 сехет те 40 минут, вӗсенчен 5 сехечӗ ҫӗрле, вӗҫевре пулнӑ. Пӗтӗм вӗҫев 181 сехетпе танлашнӑ, ҫав шутра 57 сехетне ҫӗрле вӗҫнӗ.
Николай Павловича «За Отвагу» медаль парса чысланӑ (22.09.1945 ҫ.), Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн II степеньлӗ орденӗ те пур (06.04.1985 ҫ.).
Павел Зайцев.

