Вторник, 13 октября

Наградӑсене тивӗҫнӗ

Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх кунӗ ячӗпе Шупашкарта иртнӗ мероприятие пирӗн округ делегацийӗ те хутшӑннӑ.

Пуҫтарӑннисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ. Тӗллевсем нумай пулнине, вӗсене пурнӑҫлас тесе ҫине тӑмаллине палӑртнӑ. Ӗҫтешсене хастарлӑхшӑн тата ӗҫе парӑннӑшӑн тав тунӑ. Уйрӑмах пултаруллӑ ӗҫченсене патшалӑх наградисем парса чысланӑ. Округ администрацийӗн организаципе контроль ӗҫӗсен пайӗн специалист-эксперчӗ Любовь Пушкина «Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх управленийӗнчи хастар службӑшӑн» палла тивӗҫнӗ. Александровка территори уйрӑмӗн начальникне Любовь Поляковӑна вырӑнти хӑйтытӑмлӑх аталанӑвӗн Пӗтӗм Раҫҫейри ассоциацийӗн (ВАРМСУ) Хисеп грамотипе наградӑланӑ. Н.Н.Владимиров сенаторӑн  Тав хучӗпе округ администрацийӗн строительство тата архитектура секторӗн заведующине Александр Тяканова  чысланӑ. Вӗсене саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *