Майӑн 5-мӗшӗнче округра Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Пӗтӗм Раҫҫейри Халӑх фрончӗ ЧР Пуҫлӑхӗн администрацийӗпе пӗрле йӗркеленӗ «Огонь памяти» патриотла акци иртнӗ. Ҫак кун Шупашкартан Комсомольскине символла астӑвӑм ҫулӑмӗ илсе килнӗ. Ӑна Мускаври Кремль стени ҫывӑхӗнчи Александровски садри вилӗмсӗр ҫулӑмран чӗртнӗ.
Патриотла акцие округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, шкул ачисем, педагогсем, ҫар конфликчӗсене хутшӑннӑ ветерансем, территори уйрӑмӗсен начальникӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем символла ҫулӑма ялсене, вӗренӳ учрежденийӗсене илсе ҫитернӗ. Ҫак ҫулӑм ялкӑшса Ҫӗнтерӳ уявне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятисенче халӑх тунӑ паттӑрлӑха аса илтерсе тӑрӗ.

