Вторник, 13 октября

Ҫураки малалла пырать

Ҫураки малалла пырать

Округри ял хуҫалӑх кооперативӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Ҫӗр ӗҫченӗсем мӗн палӑртнине вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ акса-лартса хӑварасшӑн.

Майӑн 6-мӗшӗ тӗлне  округри пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем 7992 гектар (палӑртнин 84,8 проценчӗ чухлӗ) пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акнӑ. Вӑл шутран: ҫурхи тулӑ — 2927 гектар, урпа — 3589 гектар, сӗлӗ — 1107 гектар, пӑрҫа тата вика — 369 гектар.

Хуҫалӑхсенче ҫавӑн пекех выльӑх апачлӗх культурӑсем 1087 гектар акнӑ. «Комсомольские овощи» агрофирмӑра 20 гектар кишӗр, В.В. Кузнецовӑн, В.В. Михайловӑн фермер  хуҫалӑхӗсенче 37 гектар сухан вӑрлӑхне ҫӗр айне хывса хӑварнӑ.

Округра сидератлӑ тата техникӑлла культурӑсем те акаҫҫӗ.

Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗнче 35 гектар ҫине ир пулакан ҫӗрулми лартнӑ. Кӗҫех кӑҫал «иккӗмӗш ҫӑкӑр» туса илме палӑртнӑ  ытти предприятисенче ку енӗпе ӗҫсем пуҫланӗҫ.

Ҫӗр ӗҫченӗсем хӗрӳ вӑхӑтра канмалли куна та, уявсене те  пӑхса тӑмаҫҫӗ, ҫанталӑкӑн уяр кунӗпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *